Лăпкă çывăр, аслă юлташ
Майăн 6-мӗшӗнче çывăх юлташăмăр, паллă журналист, çыравçă, «Сувар» хаçатра нумай çул тăрăшса ӗçленӗ Виталий Филимонович ЕЛТОВ пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ.
В.Ф.Елтов 1941 çулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Аслă Сӗнчел ялӗнче çуралнă. Ялти шкула пӗтерсен Чистайри юханшыв транспорчӗн училищине вӗренме кӗнӗ. Рулевой-моторист, слесарь специальноçӗсене алла илсен виçӗ çул Чулман Атăл, Атăл, Шексна шывӗсем çинче «Воткинск» теплоходпа çӳренӗ. Ачаран çырма юратнăскер, вăл кунта та хаçатсемпе çыхăнса ӗçленӗ. Ытларах пароходство хаçатӗнче, «Камский водник» хаçатра пичетленнӗ унăн статйисемпе хыпарӗсем.
Ашшӗпе амăшӗ ватăлса çитнипе тăван яла таврăннă çамрăк. Библиотекăпа клубра ӗçленӗ хушăрах «Хӗрлӗ Ялав», «Советская Татария», районти «Сельская новь» хаçатсенче тăтăшах пичетленнӗ унăн хайлавсем. 1968 çулта район хаçатӗнче ӗçлеме пуçланă, çемье çавăрнă.
1972 çулта Тутарстанри Писательсен союзӗ çумӗнчи чăваш секцийӗ литература ӗçне тин кӳлӗнекен çамрăк авторсен семинарне Виталий Елтова та йыхравланă. Секци тăван чӗлхепе «Хусан» альманах кăларса тăнă. «Хӗрлӗ ялав» хаçата хупнă хыççăн чăваш чӗлхи республикăра ан çӗттӗр тесе секци çак альманаха кăларма тытăннă иккен. В.Елтовăн «Йӗтес кӗпи» калавне те пăхса тухнă семинарта, ăна альманаха кӗртме йышăннă. Çавăн хыççăн чăнласах çыравçă лавне кӳлӗннӗ Аслă Сӗнчел каччи.
Ăсталăхне кунран-кун туптанă Виталий, нумай кӗнеке вуланă. «Хаçатра чи ăста çыракан Арсентий Кириллович Портнов, Çӗпрел тăрăхӗн чăвашӗ, манăн наставник пулчӗ. «Хӗрлӗ ялава» хупиччен вăл унта ӗçленӗ. Василий Павлович Челышев, Александр Васильевич Заварихин тата ыттисем те мана çырма вӗрентрӗç. Вӗсен тăрăшăвӗ харама каймарӗ – аванах çыра пуçларăм. «Ял пурнăçӗ» дубляжа Виктор Егорович Симаков ертсе пыратчӗ. Вăл та мана сахал мар пулăшнă. Çапла аслă пӗлӳ илмесӗрех эпӗ хам тӗллӗн вӗренсе журналист пулса тăтăм», – тесе каласа паратчӗ Виталий Филимонович пире.
1974 çулта Хусана пурăнма куçнă. 1993 çулта «Сувар» хаçат уçăлсан Виталий Елтова редакци штатне илнӗ. Çӗнӗ хаçата республикăри чăвашсен хушшинче сарас тӗлӗшпе нумай вăй хунă вăл. Корреспондентра, тӗп редактор çумӗнче тăрăшнă.
Тивӗçлӗ канăва тухсан вăрăмрах калавсем, повеçсем çырма пуçланă. Хăшӗ-пӗрисем «Тăван Атăл», «Шурăмпуç» журналсенче та кун çути курнă. Икӗ кӗнеке авторӗ.
Эпир, «Сувар» хаçатра ӗçлекенсем, Виталий Филимоновича яланах ырăпа аса илетпӗр. Вăл пире – иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче, 2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче редакцие ӗçлеме килнӗ çамрăксене – хаçат ӗçне алла илме нумай вӗрентнӗ. Шӳтлеме юрататчӗ аслă юлташăмăр, темле сӳрӗк кăмăла та çӗклеме пӗлетчӗ. Хăй тивӗçлӗ канăва тухса ӗçлеме пăрахсан та пирӗнпе çыхăну тытсах тăратчӗ, çӗнӗ хайлавӗсене ярса паратчӗ.
Мăшăрӗпе Галина Петровнăпа, хӗрӗпе Елена Витальевнăпа, мăнукӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Виталий Филимоновичăн çутă та ырă сăнарӗ яланах пирӗн чӗресенче упранӗ. Йывăр тăпру çăмăл пултăр, лăпкă çывăр, аслă юлташăмăр.
«Сувар» редакци коллективӗ. («Сувар» хаçат архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев