Сувар

Лăпкă çывăр, аслă юлташăмăр...

«Усал хыпар утпа çӳрет», – теççӗ чăвашсем. Паян хурлăхлă хыпар пӗлтӗмӗр: «Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ, республикăри паллă журналист, РФ Журналистсен, ТР Писательсен союзӗсен пайташӗ, психологи наукисен кандидачӗ, Аксу районӗн ентешлӗхӗн экс-ертӳçи Хусаин Хасанович Валиахметов вилсе кайнă.

«Усал хыпар утпа çӳрет», – теççӗ чăвашсем. Паян хурлăхлă хыпар пӗлтӗмӗр: «Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ, республикăри паллă журналист, РФ Журналистсен, ТР Писательсен союзӗсен пайташӗ, психологи наукисен кандидачӗ, Аксу районӗн ентешлӗхӗн экс-ертӳçи Хусаин Хасанович Валиахметов вилсе кайнă.

Х.Х.Валиахметов 1950 çулхи декабрӗн 22-мӗшӗнче Элмет хулинче çуралнă. 5 çулта чухне вӗсен çемйи Аксу районӗнчи Кивӗ Хăяслă ялне пурăнма куçнă. Кивӗ Хăяслă шкулне пӗтерсен Хусаин Хусанти патшалăх университетне вӗренме кӗнӗ, 1973 çулта алла диплом илнӗ. 1991 çулта Ленинградри политологи институтне пӗтернӗ.

12 çул хушши «Татарстан яшьлэре» хаçатра корреспондент, пай редакторӗ пулса ӗçленӗ. Унтан пӗр вăхăт Тутар АССР Патшалăх телерадиокомпанийӗнче редакторта тăрăшнă. 1986 – 1989 çулсенче «Социалистик Татарстан» хаçатра корреспондент пулнă. ТР Информаципе пичет министерствинче пилӗк çул ӗçленӗ, «Бизнес в Татарстане» журнала ертсе пынă.

Эпир, «Сувар» хаçатра ӗçлекенсем, Хусаин Хасановича вăл «Магьрифат» хаçата ертсе пыма пуçланăранпа пӗлетпӗр. 1998 çулта Х.Х.Валиахметова асăннă тутар хаçачӗн тӗп редакторӗ пулма çирӗплетнӗ чух пирӗн редакцисем кӳршӗллӗччӗ, Хусанти Чистопольски урамӗнчи 5-мӗш çуртра вырнаçнăччӗ. Кӳршӗсемпе çав тери туслă пурăнаттăмăр. Хусаин Хасанович пирӗн редакци ӗçченӗсене пурне те çав тери хисеплетчӗ, час-час кӗретчӗ чăваш тусӗсем патне. Опытлă журналист усăллă канашсем паратчӗ, çамрăк сотрудниксене мухтама та манмастчӗ. Хăй тутар пулин те, пирӗнпе ытларах чăвашла калаçма тăрăшатчӗ. Пичӗ çинче яланах ăшă кулă çиçетчӗ унăн, ăл кампа-тăр вăрçăннине, сассине хăпартса калаçнине пӗрре те курман эпир. Каярах та, хăй редактор пулма пăрахсан, пирӗн пата кӗркелесех çӳретчӗ аслă юлташăмăр...

Хусаин Хасанович Валиахметов вăхăтсăр вилсе кайнипе унăн çемйипе, юлташӗсемпе, ӗçтешӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Лăпкă çывăр, аслă юлташăмăр...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: утрата
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: