Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лаша ӗҫки йӗркелекенсене 4 пин евро штраф ҫырса панӑ

Румынири Кэлэреш уесӗнчи 8 арҫын ӗҫкӗ-ҫикӗ йӗркеленӗ, эрех-сӑрапа, халӑх юррисемпе. Анчах темшӗн хаклӑ хӑна вырӑнӗнче вӗсен лаша пулнӑ

 Ӑна мӗнле ҫӑкӑр ҫитернине, ташлаттарнине арҫынсем телефон ҫине ӳкерсе илсе интернета кӑларса тӑратнӑ.
Социаллӑ сетьсенче шӑв-шав ҫӗкленсен уесри полици ҫапла тӗлӗнмелле хӑналанакансене шырама пуҫланӑ. Арҫынсен нацине официаллӑ отчётсенче ниҫта та палӑртман, анчах та лашапа пӗр ҫемьери пек пурӑнакан чикансене комментарисенче нумайӑшӗ тӗртсе каланӑ.
Йӗрлевҫӗсем "лаша ӗҫкине" йӗркеленӗ килӗн хуҫине чӗрчунсемпе хаяр пулнӑшӑн 4 пин евро штраф памалла тунӑ.
Йытӑсене сӑра ӗҫтерес тата кушаксене туртма вӗрентес текенсен мӗн тӑвасси пирки малтан тӗплӗн шухӑшламалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев