Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанкайсен сырӗ те тутлă пуласса шантарать

Сыр туса кăларас историе илес пулсан, вӗсене вырăнпа çыхăнтараççӗ. Хусанкайсем те пурăна киле мӗнле те пулин чăвашла сорт шутласа кăларӗç-ха, кун валли заводăн технологилле условийӗсем пур.

Элкел районӗнчи Сиктӗрмере август уйăхӗнче «Российский» тата «Голландский» ятлă сырсем тума тытăннă. Хальлӗхе завода официаллă майпа уçман-ха, Хусанти пуçлăхсене кӗтеççӗ. Кунти фермăсенче талăкне 26 тонна сӗт сăвăнать пулсан, сыр заводне кунне 10 тонна кӗрет. Ăна ӗçе кӗртсе специалистсем 1 тонна е ытларах (сӗт çулăхӗнчен килет) сыр туса илмелле. Оборудованийӗ йăлтах хамăр çӗршывра туса кăларни. Завода кӗнӗ сӗте çуллă чăкăта çаврăнма самай вăхăт кирлӗ: икӗ кун кӗвелет, икӗ кун пресс айӗнче лапчăнать, икӗ кун шыв ăшӗнче тăварланать, икӗ кун типет, икӗ уйăх ӗлкӗрет. Калама кăна çăмăл. Сыр тунă чухне йăнăшма юрамасть: температурăра та, нӳрӗкре те, кӗвелӗкре те. Технологие пăхăнса пымасан – хаклă тавар юрăхсăра тухать. Ăна вара туса кăлараканӗсем йӳнӗ хакпа сутасшăн мар. Мӗншӗн тесен пальма çăвӗпе тумаççӗ ăна, хăйсем суса илекен сӗтрен. Лавкка çӳлӗкӗсем çине хусанкайсен сырӗ çӗнӗ çул умӗн çитмелле.

Мӗншӗн «Голландский» тата «Российский» сортсене туса кăларассине суйласа илнипе кăсăклантăмăр эпир. Технологсем ăнлантарнă тăрăх, çак сырсен ГОСТ пур тата вӗсем чи лайăх сутăнакан çемçе сырсен сорчӗсем. 
Сыр туса кăларас историе илес пулсан, вӗсене вырăнпа çыхăнтараççӗ. «Пармезан» – Италинчи Парма провинцийӗнче туса кăларнă сыр, «Тильзитер» – Германири Тильзитран. «Адыгейскийӗн» вырăнӗ те паллă. Хусанкайсем те пурăна киле мӗнле те пулин чăвашла сорт шутласа кăларасса шанас килет. Çакна тума заводра пӗтӗм технологилле услови пур. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство