Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лавккасенчи ажиотаж ӳснине пула Тутарстанра тӗп продуктсен резервне тăваççӗ

Çакăн çинчен ТР ял-хуçалăх министрӗ Марат Зяббаров пӗлтернӗ. Министр Тутарстанра кирлӗ тавар ҫителӗклӗ пулни ҫинчен пӗлтерет, экспертсем те ҫавнах калаҫҫӗ

«Эпир апат-çимӗç продукцийӗн ажиотажне сăнатпăр. Юлашкинчен çакнашкал лару-тăру пандеми пуçламăшӗнче пулнăччӗ. Чăнласа мӗн пулса иртет-ха? Лавккасенчи çӳлӗксенче сахăр, хуратул, çăнăх пӗтет текен хыпар сарăлать. Çакна ӗненекен çынсем лавккасене васкаççӗ те асăннă таварсене туянаççӗ», - тенӗ Минсельхозпрод пуçлăхӗ.

Зяббаров ăнлантарнă тăрăх, суту-илӳ тăвакан сетьсем лавккасенчи çӳлӗксене йӗркеленӗ планпа тултараççӗ. «Эпир кунсерен республикăра тавар пуррипе çуккине тӗрӗслетпӗр, мӗн пур тавар уйăракан центрсене çитсе тӗрӗслерӗмӗр. Паянхи куна тавар пур. Суту-илӳ тăвакан сетьсемпе çирӗплетнӗ килӗшӳсем ӗçре, хаксене фиксациленӗ», - тенӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев