Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лайӑх специалистсем хаклӑ тӑраҫҫӗ

Ҫырчалли депутачӗсем хулана ӗҫлеме килекен врачсен "пдъемнӑйӗсене" 200 пин тенке ҫитернӗ

 Автохулана республикӑри грант программипе килекен врачсене хушса тӳлӗҫ. Программа ӗҫлеме пуҫланӑранпа Ҫырчаллине 300 врач куҫса килнӗ.

Хула мэрӗ Наиль Магдеев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак гранта илсе Тутарстана килекенсенчен ҫурри Ҫырчаллинче тӗпленеҫҫӗ. Ку ахальтен мар. Вӗсене автохулан муниципаллӑ бюджет шутӗнчен тӳрех 100 пин тенкӗлӗх матпомощь параҫҫӗ. 

"Эпир тӳлевсен калӑпӑшне 200 пин тенкӗ таран ӳстерес терӗмӗр. Хула бюджетӗнчен ҫак тӗллевсене 10,5 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Эпир ҫак тӑкаксене ятарласа тӑватпӑр. Ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗнчен хаклӑраххи нимӗн те ҫук. Сывлӑх сызлав тытӑмӗнче кадр дефицитне чакарас тӗлӗшпе, хула тӗрлӗ меслетсемпе усӑ курать", – тесе палӑртнӑ Магдеев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев