Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лайӑш районӗнчи чӑвашсем теплицӑсене путулккаран тӑваҫҫӗ

Физика законӗсене шута илсе тунӑ проект ӑшӗнче паянхи кун +10 градус температура тӑрать, шала пӑрахнӑ юр ирӗлет.

Аслӑ Кабан ялӗнче Альбертпа Нина Кольцовсем ӗнтӗ 29 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче туслӑ ҫемье нумай пӳлӗмлӗ ҫурт ҫӗклеме кӑна мар, тӗплӗ хуралтӑсем те туса лартнӑ, сад-пахчи те пысӑк вӗсен. 

Ҫак пахчари теплицӑпа паллаштарчӗ те пире Альберт Миронович. Унӑн тӑрри кӗленчерен, стенисем –кӗленче путулккасенчен. Вӗсене цемент ӑшне путарман, ҫыпӑҫтарнӑ ҫеҫ. Путулккасен пӑккисене ял кулибинӗ хупман, вӗсен пуҫӗсем пурте шалалла пӑхса тӑраҫҫӗ. Хӗвел хӗрте пуҫласан тӗттӗмме симӗс путулккасен ӑшӗнче ӑшӑ пуҫтарӑнать. Хӗвел ансан пухӑннӑ ашӑ кӗленче карланки урлӑ парника тухать. Путулккасем ӑшӑ аккумуляторӗсем пек ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем парникра 3 пинрен те иртнине шута илсен, теплицӑра мӗнлерех шӑрӑх пуласси паллӑ. 

Физика законӗсене шута илсе тунӑ проект ӑшӗнче паянхи кун +10 градус температура тӑрать, шала пӑрахнӑ юр ирӗлет.

 Кил хуҫине мухтамалла кӑна. Ытла пӑчӑ ан пултӑр тесе Кольцов инженер теплицӑра вентиляци кантӑкӗсене те ӑсталаса хунӑ. Ку вара шӑрӑх кунсем валли.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев