Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лазарь Дергунов çуралнăранпа 115 çул çитрӗ

Ял историйӗнче кашни çыннăн пурнăçӗ алă тупанӗ çинчи пек курăнать. Лайăх çынна ял-йыш нумай çул асра тытать. Упи тăрăхӗ те паллă ентешӗсемпе мухтанать, мăнаçланать, ырă ячӗсене асра тытать

Нарӑсăн 10-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче Çӗнӗ Упири тӗп шкулта вӗренекенсем хутшăннипе Социализмла Ӗç Геройӗ​ ​ Л.В.Дергунов çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа «Ӗç çынни» паттăрлăх урокӗ иртрӗ. Урокра ентешӗмӗрӗн кун-çулӗпе, ӗçри çитӗнӗвӗсемпе паллашрăмăр, çакна тума электронлă хăтлав хатӗрлени пулăшрӗ.

Лазарь Дергунов Çӗнӗ Упи ялӗнче Василий Ивановичпа Мария Яковлевна çемйинче 1907 çулхи нарăсăн 7-мӗшӗнче çуралнă. Пуçламăш шкула 8 çулта вӗренме кайнă, анчах та вӗренсе пӗтереймен, çемьере ӗçлекенсем кирлӗ пулнă. Лазарь пӗчӗкренех ашшӗне лашапа çӗр сухалама, акма пулăшнă.

1938 çулта Л.Дергунова ӗç коллективӗ Чапаев ячӗллӗ колхоз председательне суйланă. Ӗçре хăйне питӗ пултаруллă кăтартнă. Вăрçă пуçлансан тăван çӗршыва хӳтӗлеме фронта тухса кайнă. 1942 çулхи июль уйăхӗнче кăнтăр-хӗвеланăç фронтне куçарнă, унта тинӗс бригадин 66/5 йышӗнче Сталинградшăн паттăрла çапăçăва хутшăннă. Бекетовка районӗнчи çапăçусенче йывăр аманнă. 1943 çулхи июль уйăхӗнче ăна «Çапăçури тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» медальпе наградăланă.

Суранланнă пулин те Лазарь Васильевич юратнă ӗç патне таврăннă. Çӗршывшăн йывăр çулсенче вăл ертсе пыракан колхоз ӗçченӗсем хатӗрлев пункчӗсене 718 пин пăт çăкăр, 3300 пăт пахча çимӗç, 1080 пăт аш тата вуншар пин литр сӗт ăсатнă. Çӗршыв хӳтӗлев фондне танксемпе самолетсем тума колхозниксем пӗр миллион ытла тенкӗ хывнă.

1947 çул пуçламăшӗнче колхоз коллективӗ Пӗтӗм Союзри пысăк тухăçшăн ăмăртăва хутшăннă. Август вӗçленнӗ тӗле вӗсем 12156 пăт тырă ăсатнă хатӗрлев пункчӗсене.

Колхоз Л.В.Дергунов ертсе пынă çулсенче ял хуçалăх культурисен пысăк тухăçӗпе палăрнă. Хуçалăхра ӗçе йӗркелес прогрессивлă формăсене хута янă, выльăх-чӗрлӗх тата пулăшу производствисен пурлăхпа техника никӗсне çирӗплетнӗ. Колхоз Пӗтӗм Союзри ял хуçалăх куравне хутшăннă.

СССР Верховнăй Совечӗн​ Президиумӗн 1948 çулхи пуш уйăхӗн 6-мӗшӗнчи Указӗпе Л.В.Дергунова Социализмла Ӗç Геройӗн ятне панă, Ленин орденӗ тата «Çурлапа мăлатук» ылтăн медаль парса чысланă. Çавăн пекех хуçалăхри чи лайăх 7 ӗçчене Ленин орденӗпе, 8-шне Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата 21 çынна медальпе наградăланă.

Унсăр пуçне Лазарь Васильевича Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав, «Хисеп Палли»​ ​ орденсемпе тата ытти медальсемпе те чысланă. 1955 çулта ТАССР Аслă Канашӗн депутатне суйланнă.

1960 çулта Л.Дергуновăн «Эпир – çӗр хуçисем: В.Чапаев ячӗллӗ колхоз председателӗ çырса пынисем» кӗнеки кун çути курнă.

Халӗ Лазарь Васильевич пирӗнпе çук ӗнтӗ, анчах ун çинчен ял-йыш манмасть. Унăн ятне «Тутарстан агропромышленность комплексӗн Ӗç Геройӗсем» кӗнекене кӗртнӗ, Çӗпрел районӗнчи Геройсен Аллейинче унăн бюсчӗ пур. 2010 çулта А.Чебанов ентеше халалласа «Ылтăн Çăлтăр кавалерӗ» повесть пичетлесе кăларнă. Кӗнекере Лазарь Васильевичăн кун-çулӗпе колхозниксен вăрçă хыççăнхи хастарлăхӗ çинчен çырнă. Вăл мал ӗмӗтлӗ, çирӗп тӗллевлӗ, çине тăрса ӗçлекен, теветкеллӗ ертӳçӗ пулнă. 2015 çулта пичетленнӗ «Упи Паттăрăн тăхăмӗсем вăрçă çулӗсенче» кӗнекере ун çинчен те вулама пулать. Çаплах çулсерен Çӗнӗ​ Упире ентешӗн ячӗпе йӗлтӗр ăмăртăвӗ ирттереççӗ.

Пирӗн тăрăхран Социализмла Ӗç Геройӗсем тухнипе мăнаçланатпăр, вӗсен ӗçӗ пирӗн Тăван çӗршывăн, республикăн, ялсен пуянлăхне ӳстернӗ. Ентешсен ырă ячӗ ӗмӗр упранӗ пирӗн чӗресенче.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗнӗ Упи. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев