Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫлеме пултаракан регионсене Мускавран укҫа уйӑраҫҫӗ

Укҫа уйӑрма Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнӑ. Инвестици тӑкакӗсене кура пысӑк ӳсӗм темпӗ кӑтартакан регионсем приоритетра

 Пандеми вӑхӑтӗнче Тутарстан бюджетне тӗрев парса 8,7 млрд тенкӗ куҫарӗҫ. РФ Правительстве ҫакнашкал распоряженине Михаил Мишустин Премьер-министр алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

"Правительство 80 млрд тенкӗ уйӑрать, вӑл укҫасене пандеми вӑхӑтӗнче бюджечӗсенчи тупӑш пайӗ чакнӑ 39 региона пайласа параҫҫӗ",– тесе ҫырнӑ документӑн ӑнлантару запискинче.

Тӳлевсен калӑпӑшӗпе Тутарстан иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Вӑл 13,5 млрд тенкӗ илекен Мускав облаҫӗн хыҫӗнче тӑрать.

Регионсенчи бюджетсене тикӗслеме кӑҫал ӗнтӗ 200 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

Хушма укҫа уйӑрма Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнӑ. Инвестици тӑкакӗсене кура пысӑк ӳсӗм темпӗ кӑтартакан регионсем приоритетра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев