Сувар

Лениногорскри чӑвашсем Пушкӑртстанра мала тухнӑ

Экспертсем лайӑххисен шутне Лениногорскри Геннадий Садовников ертсе пыракан "Шурӑ хурӑн" ансамбле те кӗртнӗ

Лениногорскри "Шурӑ хурӑн" ансамбль Пушкӑртстанра иртнӗ Чӑваш юррипе ташшин "Салам" фестивальте иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Конкурса Пушкӑртстан Республикин Культура министерстви йӗркеленӗ. Вӑл дистанци формачӗпе иртнӗ. Унта тӗрлӗ регионсенчи вокал, фольклор, ташӑ, инструмент  ансамблӗсем тата уйрӑм юрлакансем хутшӑннӑ.

Пултарулӑхне кӑтартакан видеосене конкурсантсем почтӑпа ярса панӑ. Вӗсене хаклакан экспертсем лайӑххисен шутне Лениногорскри Геннадий Садовников ертсе пыракан "Шурӑ хурӑн" ансамбле те кӗртнӗ.

Коллектива "Чӑваш фольклор юррине ушкӑнра юрласси" номинацире II вырӑн йышӑнни ҫинчен калакан Дипломпа чысланӑ.

Лениногорсксем уйрӑм юрлакансен хушшинче те палӑрнӑ. "Шурӑ хурӑн" солисчӗсенчен Николай Федоров тата Галина Гаврилова тӗрлӗ номинацисенче иккӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: