Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Леонид Черкесова Чӑваш Республикин Халӑхӗсен ассамблеине ертсе пыма явапланӑ

Ҫакнашкал вырӑна лартни вӑл ҫитес суйлавра Патшалӑх Думине суйланма кандидатурине тӑратмассине пӗлтерме те пултарать. Мӗншӗн тесен республикӑри халӑхсемпе Мускавран ӗҫлеме хӗнтерех пулать ӑна, Шупашкартах лармалла. Аса илтеретпӗр, Леонид Черкесова Федераллӑ ЧНКА ертӳҫине те суйланӑ.

"Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен Ассамблейин Канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Унта ЧНК президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑнчӗ", – тесе пӗлтерет ЧНК пресс-служби. 

Ларура Ассамблея 2016-2020 ҫулсенче туса ирттернӗ ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ.

Шел, ҫак общество пӗрлӗхӗн ертӳҫи, хисеплӗ  Лев Кураков академик пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлнӑ пирки ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйлама лекрӗ.

Пӗр саслӑ пулса ҫак сумлӑ та питӗ яваплӑ вырӑна  Раҫҫей Патшалӑх Думин депутатне Леонид Ильич Черкесова суйларӗҫ.

Николай Федорович Угаслов Леонид Ильича саламласа ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ  тӑрӑшма сунчӗ.

(Сӑнӳкерчӗксем Л.И.Черкесов страницинчен)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев