Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лев Толстой калавӗсене  чăвашла вулатпăр

Лев Николаевич Толстой пултарулăхне эпир пурте ачаранпах пӗлетпӗр. Паллă çыравçă ачасем валли те, çитӗннисем валли те чылай паха хайлав шăрçаланă. Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче унăн кӗçӗн çулхи вулакансем валли «Как ходят деревья. Йывăçсем мӗнле утаççӗ» кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Ăна икӗ чӗлхепе – вырăсла тата чăвашла – хатӗрленӗ. Чăвашла Валерий Алексеев куçарнă, ӳнерçи – Светлана Бритвина.

Кӗнекене çутçанталăк çинчен калакан кӗске калавсем кӗнӗ. Йывăçсен, уйрăмах çӗмӗртӗн, пурнăçне тимлӗх уйăрнă автор. Йывăçсем мӗнле утнине те хăйне евӗр ăнлантарса панă. Чим-ха, утатех-ши вара çӗмӗрт? Пурăнас тесен ăна та вӗренет иккен: «...Çăка хăйӗн тураттисемпе ăна хупласах хунă, çӗмӗртӗн ирӗксӗрех пӗр пилӗк аршăн таран çӗр çумӗн айккинелле туртăнма тивнӗ, çутă çӗре çитсен вăл пуçне çӗкленӗ те чечек çурма пуçланă».

Тепӗр çӗмӗртӗн вара шăпи синкерлӗ килсе тухнă – ăна касса пăрахнă: «Çине-çинех тӗксен йывăç чӗтресе кайни çулçăсенче палăрчӗ, пирӗн çине сывлăм тумламӗсем ӳккелерӗç, ырă шăршăллă шап-шурă чечексем тăкăнчӗç.

Çав вăхăтра такам кăшкăрса янă пек туйăнчӗ, вуллăн варри шартлатрӗ, эпир татах тӗртсен такам макăрса ячӗ пулас, варринче шатăртатса йывăç çӗре персе анчӗ», – çапла чуна тивмелле çырса парать Лев Толстой йывăçа касни çинчен. Ӳсекен, аталанакан пур чӗрӗ япалан та – йывăç-курăк-и вăл, чӗрчун-и – чунӗ пур, ыратсан вăл сассăр хӳхлет тесе асăрхаттарнăн туйăнать кӗнеке.

Калавсен пуххинче чӗрчунсем çинчен калакан кӗске калавсем те вырăн тупнă. Пӗчӗк вулакан Булькăпа паллашӗ, шăшин уссийӗ пур-и текен ыйтăвăн хуравне тупӗ, пакша мӗншӗн яланах хаваслă пулнине,  арăсланпа йытă туслăхӗ пирки, пушар йыттисем çинчен вуласа пӗлӗ.

Кӗнекене икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ май унпа паллашма тата интереслӗ: калавсем вырăсла та, чăвашла та илемлӗ янăраççӗ, илемлӗ ӳкерчӗксем сăнарсене пуянлатаççӗ.

 

Дарья МОРОЗОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев