Левуковсем Тольятти ачисене чăваш халăхӗпе паллаштараççӗ
Тольятти хулинче пурăнакан ентешӗмӗрсем Владимир Леонтьевичпа Зинаида Владимировна Левуковсем унти Чăваш наципе культура автономийӗн чăн-чăн хастарӗсем. Хулари кăна мар, Самара облаçӗн шайӗнче иртекен мероприятисене те яланах хастар хутшăнаççӗ вӗсем.
Акă паян та Тольяттири «Истоки» библиотекăра çывхарса килекен Тăван чӗлхесен кунне халалласа уяв ирттернӗ Левуковсем. Хулари пӗр садикрен килнӗ ачасене чăваш халăхӗ çинчен питӗ тӗплӗн каласа панă вӗсем.
«Чăваш чӗлхине халалласа çырнă хамăн сăвăсене вуларăм, вырăсла та куçарса ăнлантартăм ачасене. Чăвашсен паллă уявӗсем пирки каласа панă чух çăвар карсах итлерӗç шăпăрлансем. Пӗрле карталанса юрларăмăр та. Зинаида Владимировна вара хăйӗн пуканисем пулăшнипе ачасене чăваш халăхӗн тумӗпе паллаштарчӗ, юмах каласа пачӗ тата вăйă выляттарчӗ. Ачасем питӗ савăнчӗç, амăшӗсемпе пӗрле библиотекăран чăвашла кӗнекесем илсе вулатпăр тесе шантарчӗç пире», – каласа парать Владимир Леонтьевич.
Левуковсем хутшăнакан мероприяти юрăсăр иртет-и вара? Паллах, çук. Владимир Леонтьевич купăсне те хăйех калать, мăшăрӗпе пӗрле шăрантаракан юрăсене вара итлесе тăранаймăн. Тольятти ачисене те питӗ килӗшнӗ чăваш юррисем.
В.Левуков сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев