Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лейла Фазлеева Тутарстанри лагерьсенче канакан ЛНР тата ДНР ачисемпе тӗлпулнă

Çак тӗллевпе ТР Вице-премьерӗ Лейла Фазлеева тата ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Ринат Садыков Çӳльту районӗнчи «Чайка» тата «Байтик», Ешӗлвар районӗнчи «Мирас –Наследие» ача-пăча лагерӗсене çитсе курнă.

 

Унта чиновниксем Донецк тата Луганск халăх республикиснчи, Шалти ӗçсен министерствин ӗçченӗсен ачисемпе тӗлпулнă. Паянхи кун республика лагерӗсенче ЛНРпа ДНРтан 37 ача канать. Вӗсенчен пӗр пайӗ августра та лагерьсенчех юлӗ.

Лейла Фазлеева лагерьсенчи апатлантарăва, корпуссенчи лару-тăрăва тӗрӗсленӗ, персоналпа, вожатăйсемпе тӗлпулнă, ачасемпе калаçнă. Вице-премьера республикăри ача-пăча лагерӗсен аталанăвӗн проекчӗсене презентациленӗ, пысăк пӗлтерӗшлӗ мероприятисен планне кăтартнă, çав шутра ача-пăча канăвне йӗркелесси пирки те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев