Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Льготӑллӑ авиарейссем сахал мар

Субсилиленекен маршрутсен переченне Тутарстан хушма финансировани паман маршрутсене те кӗртнӗ

Росавиаци 2021 ҫулта субсилиленекен маршрутсене ҫирӗплетнӗ. Перечене "Хусан" тата "Бегешево" аэропорчӗсенчен вӗҫекен 17 авиамаршрут кӗнӗ, вӗсене йӗркелеме Тутарстан Республики те финанс тӗлӗшӗнчен пулӑшать.

Хусантан Пермь, Чулхула, Самар, Барнаул, Челябинск, Кемерово, Аҫтӑрхан, Махачкала, Волгоград, Омск, Воронеж, Ярославль хулисене вӗҫекен Тутарстан авиакомпанийӗн рейсӗсене льготӑллӑ билет туянса вӗҫме пулать.
Раҫҫейри ытти регионсен авиакомпанийӗсем Хусантан Брянск, Дон ҫи Ростова, Анат Камӑран Ростова, Краснодара тата Новосибирска маршрутсем йӗркелеҫҫӗ.

"Субсилиленекен маршрутсен переченне Тутарстан хушма финансировани паман маршрутсене те кӗртнӗ. Тӗслӗхрен, Хусантан Архангельска, Калугӑна, Костромана, Липецка тата Тюмене", – тесе палӑртнӑ ТР Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗпе транспорт министерствинче. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев