Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Льготӑллӑ кредит парасси ҫур ҫула кӑна тӑсӑлнӑ

Антикризислӑ тӗрев пурнӑҫа кӗнӗ вӑхӑтра, республикӑра унпа 1159 усламҫӑ усӑ курса 3,1 млрд тенкӗлӗх кредит илнӗ

Октябрӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре 0% парӑнакан льготӑллӑ кредит программи вӗҫленнӗ. Ҫак кредит пандемия вӑхӑтӗнче сотрудниксене ӗҫ укҫи тӳлеме парӑннӑ. 6 уйӑхра ҫак антикризислӑ тӗрев пурнӑҫа кӗнӗ вӑхӑтра, республикӑра унпа 1159 усламҫӑ усӑ курса 3,1 млрд тенкӗлӗх кредит илнӗ.
Аса илтеретпӗр, программӑна кӑҫалхи апрель уйӑхӗнче хута янӑ. РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви Раҫҫей банкӗсемпе процентсӑр кредитсем парасси пирки килӗшӳ тунӑ.
Льготӑллӑ, процентсӑр кредита предприятире ӗҫ укҫи тӳлмешкӗн коронавирус пандеминчен уйрӑмах хур тӳснӗ отрасльсенчи юридици сӑпачӗсем тата харпӑр предпринимательсем пултарнӑ.
Программа условийӗсемпе кредит проценчӗсене федераллӑ бюджетран тӳленипе кивҫене кӗрекеншӗн вӗсем нульпа танлашнӑ. Кредита 6 уйӑхран ытларах тӑссан, патшалӑх ставкӑна субсидилеме чарӑннӑ.
Кредит калӑпӑшне ҫапларах хисепленӗ: регионри 1 чи пӗчӗк ӗҫ укҫин калӑпӑшне  (Тутарстанра вӑл 12300 тенкӗпе танлашать+социаллӑ взноссем) предприятире ӗҫлекенсем ҫине хутланӑ тата 6 уйӑха хутланӑ.
Программӑпа республикӑри 17 банк ӗҫленӗ. Пандеми вӑхӑтӗнче ку пулӑшу вӑхӑтлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫӗршыв ертӳҫисен умӗнче халӑхӑн ӗҫ вырӑнӗсене май килнӗ таран сыхласа хӑвармаллаччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев