Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лидерсемпе ӗçе хăнăхтаракансене

Кăçал студентсен «Лига форум: лето» вӗрентӳ форумӗ 4-мӗш хут иртет


Кăçал студентсен «Лига форум: лето» вӗрентӳ форумӗ 4-мӗш хут иртет

Унта аслă пӗлӳ паракан шкулсенче, вăтам пӗлӳ паракан заведенисенче вӗренкенсем хутшăнаççӗ. Августăн 3-мӗшӗнче Элмет хулине пуçланать çулран çул ытларах та ытларах çын пухакан мероприяти. 2024 çулта республикăн 17 районӗнчен, Раççейӗн 9 регионӗнчен икӗ пин ытла заявка илнӗ йӗркелӳçӗсем. Çакăн çинчен ытларикун «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков каласа пачӗ. 
«Лига форум:лето» ыран, августăн 3-мӗшӗнче ӗçлеме пуçлать. Августăн 19-мӗшчен пыракан сменăсенче çамрăксем пӗр-пӗринпе хутшăнӗç. Анчах çакăншăн çеç тӗл пулни мероприятин пӗлтерӗшне чакарӗччӗ. Тӗрлӗ сулăмсемпе илсе пыракан тренингсем, мастер-классем яш-кӗрӗм интересӗсене пурнăçа кӗртме шанчăк парӗç. Вăл е ку профессипе пысăк çитӗнӳ тунă çынсемпе калаçса вӗсен опытне йышăнни те çамрăксее пысăк пулăшу. Çаплах çитес çулсенче алла диплом илсе çамрăк специалист ята илекенсене тӗрлӗ предприятисен, компанисене ертӳçисемпе — тен, шăпах вӗсем патӗнче пӗрремӗш ӗç опытне илме тӳр килӗ — тӗл пулса калаçни те усăллă пулӗ. «Халӗ çамрăксене аталанма, тӗллевсем лартса вӗсем патне ăнтăлма темӗн чухлӗ май пур. Эпир вӗреннӗ чухнех апла марччӗ. Паян паракан шанăçпа усă курма ӗлкӗрмелле, хастартарах пулмалла», — хӗрӳллӗн калаçрӗ çамрăксен министрӗ. «Лига форум:лето» проекта лидерсемпе ӗçе хăнăхтаракансемшӗн йӗркелесе тытса пынине те каларӗ Ринат Садыков. Сменăсен программи «Вӗрентӳ» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе те килӗшсе тăрать.

Пресс-конференцие çавăн пекех «Лига форум:Лето» форумăн ӗç тăвакан директорӗ Шамиль Якупов тата «Тулпар» сулăмăн директорӗ Алия Аглиуллина хутшăнчӗç. Вӗсем кăçалхи форумăн çӗнӗлӗхӗсем çинчен каласа пачӗç. Тӗслӗхрен, вӗрентӳ программипе ача çурчӗсем, приютсем таат ятарлă çар операцине хутшăнаансене гуманитари пулăшӗсене пухасси. 
Хальхинче форум çӗнӗ площдкăра — Нефтӗн аслă шкулӗнче, çӗршывăн чи перспективлă аслă шкулӗсенчен пӗринче иртет. 
Тăватă тапхăрпа суйласа илнӗ студентсем валли виçӗ смена йӗркелеççӗ: 
«Профессионалсен лиги» августăн 3 — 7-мӗшсенче колледжсен, техникумсемпе училещесен студенчӗсем валли;
«Университетсен лиги» августăн 9 — 13-мӗшсенче аслă шкулăн студенсен хăйтытăмлăх хастарӗсемпе ертӳçисем валли;
«Ертӳçӗсен лиги» августăн 15 — 19-мӗшсенче Раççей тата Тутарстан студентсен пӗрлешӗвӗсемпе çамрăксен организацийӗсен ертӳçисем валли.
Форума 16 — 28 çулсенчи çамрăксем хутшăнаççӗ.
2024 çулта йӗркелӳçӗсем пӗрремӗш хут хӗлле ирттерме хатӗрленеççӗ. Хӗллехи форум та виçӗ сменăпа пырӗ. 

Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество