Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лидия НАЗАРОВА: «ÇАМРĂКСЕМ ЭПИР КУРНИНЕ АН КУРЧЧĂР»

Ырлăх халь: пӳрте газпа ăшăтатпăр, электричествăпа усă куратпăр, шыв пӳрте кӗнӗ, пенси вăхăтра параççӗ, кашнин телефон пур

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Лидия Ананьевна Назарова сентябрӗн 25-мӗшӗнче 90 çул тултарчӗ. Вăл 1931 çулта нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Вӗсем 6 пӗртăван пӗрле ӳснӗ. Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл 10-ри ача пулнă.

– Çăмăл пулмарӗ ачалăх, хӗлле икӗ ачана пӗр фуфайкăччӗ. Ун чух укçа-тенкӗ колхозра тӳлемен, аннепе тачкă çине 2 михӗ çӗрулми хурса Кивӗ Çӗпрелне пасара сутма каяттăмăр. Вутă-шанкă çуккипе 2-3 çемье пуçтарăнса мунча кӗреттӗмӗр, – тет Лидия аппа калаçăва пуçласа ярса. Пӗртăвансенчен иккӗн вăрçа тухса кайнă. Асли, Александр, 1917 çулхи, Николай – 1924 çулхи. Икӗ тетӗшӗ те Лидия аппан вăрçă хирӗнче паттăррăн çапăçса пуç хунă. Вăрçă вăхăтӗнче эпир 6 ача тăлăха юлтăмăр. Тăхăнмалли, çимелли енчен питӗ чухăн пурăнма тӳрӗ килчӗ. Апла пулсан та Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи 7 çул вӗренмелли шкула пӗтерме тăрăшрăмăр. Каланккана хытхура, навус кирпӗччи, хăмăл пуçтарса хутаттăмăр. Юрать-ха вăрçă вăхăтӗнче анне ӗне тата 2 сурăх усрама пултарчӗ. Вăл выльăхсем пире выçлăхран хăтарчӗç. Эпир вăй çитнӗ таран пулăшаттăмăр. Пирӗн атте 1934 çулта чирлесе çӗре кӗнӗ, эпӗ ун чухне 3 çулхи ача пулнă, – тет Лидия аппа. – Кӗçӗн шăллăм, Петя ятли, сăпкари ача – 10 уйăхра юлнă, – тесе аса илет, вăрçă вăхăтӗнчи йывăр пурнăç пирки куççуль витӗр каласа панă май Лидия аппа.
Вăрçă вăхăтӗнче çамрăк хӗрупраçсем пулсан та, эпир махорка енчӗкӗсем çӗлеме, çăм нуски, перчеткесем çыхма аннене пулăшаттăмăр. Кашни ялти хуçалăх çӗрулмие çӳхе тураса пӗçерсе, кăмакара типӗтсе хыснана паратчӗç.
Вăрçă чарăнни çинчен 1945 çулхи майăн 9-мӗшӗнче шкулта илтрӗмӗр. Ун чухне эпӗ 14 çултаччӗ. Пире, шкул ачисене,  директор (вăл Упи ялӗнченччӗ) Иван Михайлович Денисов пурне те урама илсе тухса шкул умӗнче митинг ирттерчӗ. Эпир вара пурте темиçе хутчен: «Ур-ра, ур-ра, ур-ра!» тесе кăшкăрнине питӗ лайăх астăватăп. Унтанпа ӗнтӗ 76 çул ытлашшипех иртрӗ. Çав самантра учительсем (хăшӗсен тетӗшӗ-шăллӗсем вăрçă хирӗнче пуç хунă) салтаксем таврăнайманнипе хурланса вăрттăн йӗнине те асăрханă. Вăрçă хыççăнах пурнăç часах çăмăлланман. Аннесен нумай налук тӳлеме тӳрӗ килнӗ. Çӗршыва ура çине тăратма каллех ял çынни пулăшмалла пулнă. Ялти активистсем, агентсем ирӗксӗр тенӗ пек заем хучӗсене парса çӳретчӗç. Ун укçине нумайăшӗ каялла тавăрса илме пултарайман: е вӗсем çухалнă, е çунса кайнă, нумайăшӗ вара пачах çӗре кӗнӗ, – аса илет Лидия Ананьевна.
Лидия аппапа унăн мăшăрӗ Кӗркури тете пӗрлешсе, пӗрле килӗштерсе пурăнма тытăннăранпа ӗнтӗ 62 çул та иртрӗ. Вӗсем 1959 çулхи март уйăхӗнче пӗр-пӗрне савса çемье çавăрнă. 5 ача çуратса ӳстернӗ. Ашшӗпе амăшӗ ачисене тӗрӗс воспитани панă, хăйсене кăмăла каякан  професси алла илме пулăшнă. Асли, Николай, инженер специальноçне илнӗ, Шупашкар хулинче çемйипе пурăнать. Вăл механика заводӗнче инженерта тăрăшать. Иккӗмӗшӗ, Валентина, Ульяновск хулинче сӗт-çу заводӗнче ӗçлет, ятарлă пӗлӳллӗ. Нина та унтах. Елизавета  Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче пуçламăш класс ачисене пӗлӳ парать, вăл та аслă пӗлӳллӗ, опытлă педагог. Кӗçӗнни вара, Андрей, Мускавра ӗçлесе пурăнать. Ачисемпе мăнукӗсем тăван киле килсен ватăсем савăнаççӗ, вӗсемпе мăнаçланаççӗ.
Лидия Ананьевна вăрçă çулӗсенчи ачасен шутӗнче пулнă май «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи хастарлă ӗçсемшӗн» медале, çавăн пекех, 5 ача амăшӗ пулнă май, «Ача амăшӗ- героиня» ордена тивӗçнӗ.
– Эпир нушапа ӳснине хальхи çамрăк ăрăва нихăçан та курма Турă ан хуштăр. Хальхи вăхăтра пурнăç пачах урăхла. Пӳрте газпа ăшăтатпăр, электричествăпа усă куратпăр, шыв пӳрте кӗнӗ, пенси вăхăтра параççӗ, кашнин телефон пур. Пурăнма мӗнпур услови пур, анчах хамăр ватăлса çитрӗмӗр, сывлăх ӗлӗкхи мар. Çамрăксене мирлӗ пурнăç, ырлăх-сывлăх сунатăп, – терӗ калаçу вӗçӗнче Лидия аппа.
Эпир те ăна 90 çулхи юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр, канлӗ ватлăх, чирлемесӗр тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр.

Геннадий КАРСАКОВ,
ялти Ветерансен канашӗн ертӳçи.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев