Литература уявӗ питӗ кӑмӑллӑ иртрӗ
Малтан Шелепин юбилейне халалланӑ конкурсра ҫӗнтерекенсене чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова саламларӗ. Вӑл аслӑ поэтӑн сӑввисене пӑхмасӑр вулакансене парнесем парас церемоние хутшӑнчӗ
Пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа кӑҫал 140 ҫул. Ҫакна халалласа Беловкӑри Культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ. Унта Тольяттире, Чӗмпӗрте, Хусанта, Шупашкарта, Лениногорскра пурӑнакан чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисем хутшӑнчӗҫ. Культура ҫурчӗн залӗ халӑхпа тулнӑччӗ.
Малтан Шелепин юбилейне халалланӑ конкурсра ҫӗнтерекенсене чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова саламларӗ. Вӑл аслӑ поэтӑн сӑввисене пӑхмасӑр вулакансене парнесем парас церемоние хутшӑнчӗ.
Ачасем юратнӑ сӑввисене шакӑлтаттарса каласа пачӗҫ. Вӗсем Аксу районӗнчен кӑна мар, Пӑва районӗнчен те килсе ҫитнӗ хӑйсен парнисене илме. Аслисем те Шелепи сӑввисене вуларӗҫ. Литература уявӗ Николай Иванович сӑмахӗсемпе ҫырнӑ юрӑсемпе тулчӗ.
Шелепине халалласа Валери Туктар, Владимир Левуков хӑйсен сӑввисене вуларӗҫ. Лидия Филиппова Юрий Сементер сӑввине вуласа пачӗ.
Уяв питӗ кӑмӑллӑ иртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев