Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗлӗкхи пек хӗл тавранать пулмалла

Тутарстана каллех шартлама сивӗсем килеҫҫӗ

 Хӑшӗ-пӗри -30 градуслӑ сивӗсем пирки манма та ӗлкӗрчӗ пулӗ.
Ҫав вӑхӑтра паян ирхине сывлӑш температури -33 градуса ҫитнӗ. Ҫак кунсенче пирӗн республикӑна антициклон хупӑрланӑ. Тукай районӗнче -33 градус, Ҫырчаллинче -27.⠀
Синоптиксен прогнозӗсем тӑрӑх ҫак кунсенче температура ӑшӑтмасть-ха. Ҫывӑхри 10 кун хушшинче Ҫырчаллинчи ҫӗрлехи температура -23,-32 градус пулать, кӑнтӑрла -17,-27.
Сивӗ ҫанталӑкӑн хӑйӗн тӗлӗнтермӗшӗсем те пур. Паян ирхине атмрсферӑн оптикӑлла пулӑмне курма пулатчӗ. Ученӑйсем ӑна гало теҫҫӗ, чӑвашсем – виҫӗ хӗвел. Вӑйлӑ сивӗсем чухне оптика курӑнӑвӗ Хӗвел е Уйӑх тавра йӗркеленет. Вӑл 5-10 километр ҫӳллӗшӗнчи тӗк евӗр пӗлӗтсенчи  нӳр кристалӗсем пӑрланнипе пулать. Ҫакӑн валли уяр ҫанталӑк, пысӑк нӳрлӗх, сивӗ сывлӑш кирлӗ. Ун чухне хӗвел пайӑркисем атмосфера витӗр ҫӑмӑллӑн иртсе сывлӑшри пӑр кристалӗсем витӗр ҫакнашкал ӳкерчӗк тӑваяҫҫӗ. 
Гало ҫинчен пӗрремӗш хут Лаврентий летопиҫӗнче 1104 ҫулта ҫырнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев