Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мала тухнӑ ял хутлӑхӗсене 100 машина панӑ

Рустам Минниханов республикӑри муниципаллӑ йӗркеленӳсен хушшинчи смотр-конкурсра ҫӗнтернӗ ял хутлӑхӗсене автомобильсем парнеленĕ. 93 вӗр-ҫӗнӗ "Нива" тата 7 микроавтобус республикӑри ялсене саланнӑ.  Мала тухнисен хушшинче Пăва районӗнчи Элшел ял хутлăхӗ те пур.

 "Эпир яланах хамӑр муниципаллӑ йӗркеленӳсене тӗрев панӑ, ку ӗнтӗ ырӑ йӑлана ҫаврӑнчӗ. Юлашки ҫулсенче эпир 2,5 пин автомобиль патӑмӑр. Муниципалитетсем – пирӗн тӗрев",– тенӗ Тутарстан Президенчӗ.

Муниципаллӑ йӗркеленӳсен хушшинчи республика смотр-конкурсне 2010 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑнакансене вуншар кӑтартупа хаклаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче поселенине кӗрекен ялсен шучӗ, налог тата налог мар тупӑшсем, ҫурт туни, хӑйне хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекенсене пулӑшни, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ, культура тата спорт мероприятийӗсен шучӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев