Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАЛАШНЕ ЧĂВАШ ÇЫРАВÇИСЕН СОЮЗНЕ ИРИНА ТРИФОНОВА ЕРТСЕ ПЫРӖ

Сентябрӗн 24-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн V съезчӗ иртрӗ. Унта Тутарстанри çыравçăсемпе (шел, пурте килеймен) районсенчи ЧНКЦ председателӗсемсӗр пуçне Шупашкартан килнӗ хăнасем те хутшăнчӗç. Вӗсен шутӗнче «Тăван Атăл» журналăн тӗп редакторӗ, паллă çыравçă, журналист  Арсений Тарасов, Чăваш наци радиовӗн ӗçченӗ, «СВ-Пресс» издательсен ушкăнӗн директорӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Александр Вражкин, ЧР Вăрçă, ӗç, Хӗç-пăшаллă Вăйсен тата йӗрке хуралӗн органӗн ветеранӗсен организацийӗн ертӳçи Генрих Васильев тата ыттисем пулчӗç.

Чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗн ӗçӗсемпе тата планӗсемпе союзăн яваплă секретарӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ, писатель тата поэт Евгений Турхан доклад туса паллаштарчӗ (ăна «Суварăн» иртнӗ номерӗнче пичетленӗччӗ). Вăл союза 8 çул хушши ертсе пынă Николай Сорокина тата юлашки çулсенче пурнăçран уйрăлнă ытти çыравçăсене аса илчӗ, пурте вӗсене аса илсе пӗр минут ура çинче шăп тăчӗç. Тухса калаçакансен шутӗнче Виталий Козлов çыравçă, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова пулчӗç.
Виталий Николаевич Козлов çак мероприятие йӗркелекенсене тав турӗ, ăна йӗркелесе ертсе пыма çăмăл марри пирки асăнчӗ. Республикăмăрта чăвашсемпе çыхăннă ӗçсене унччен ертсе пынă çынсене манмалли марри пирки каларӗ. Александр Никонович Семенов таврапӗлӳçӗсен ӗçӗ-хӗлӗпе, малашнехи плансемпе паллаштарчӗ.
Унтан съезд ӗçне ертсе пыракан К.А.Малышев «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне Ирина Трифоновăна сăмах пачӗ. Ирина Федоровна чи малтан нумаях пулмасть 80 çулхи юбилейӗсене палăртнă Валентин Михайлович Бурайкина тата Валентин Федорович Макарова саламласа асăнмалăх парнесем пачӗ.
– Тӗпрен илсен халӗ пирӗн çыравçăсен пӗрлӗхӗнче аслă çулти çынсем тăраççӗ. Çавăнпа та сире пурне те çирӗп сывлăх сунатăп. Çамрăксем те çук мар. Ак, тӗслӗхрен, Çӗпрел районӗнче пурăнакан Николай Андреев тухăçлă ӗçлет, нумай çырать, анчах та вăл паян темшӗн килеймен кунта. Ман шутпа, хамăр союзра çамрăксемпе ӗçлессине вăйлатмалла. Эпир «Сувар» хаçатра шкул ачисем валли те, вӗрентекенсем валли те тăтăшах тӗрлӗ конкурссем ирттеретпӗр. Пултаруллă ачасем çук мар чăваш шкулӗсенче. Ман çапларах сӗнӳ пур: ТР Чăваш çыравçисен союзӗнче çырма пуçланă çамрăксен, ачасен секцине туса хумалла. Çамрăк ăрăва çул кăтартса ертсе пырсан вӗсем пултараççех. Хамăр та çапла пуçланă çырма. Пире хавхалантаракансем, çул уçса паракансем пулнă. Турă пани кăна çителӗксӗр, пултарулăха аталантармалла. Вăл пирӗн яваплăх. Тата çакăн пек сӗнӳ пур ман. Союз ăнăçлă ӗçлетӗр тесен чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче яваплă çынсем палăртмалла. «Шурăмпуç» журнал пирки те каласа хăварас килет. Вăл пирӗн тăтăш тухса тăмасть, юлашкинчен 2019 çулта тухнăччӗ. Халь черетлӗ номере хатӗрлетпӗр, вăл «Татмедиа» агентство пулăшнипе кун çути курмалла. Анчах йывăрлăх сиксе тухрӗ: журналăн регистраци свидетельстви çук. Çавăнпа тухас кăларăма 8-мӗш номер пек кăлараймастпăр, литература кăларăмӗ пек кун çути кăтартма тивет. Малашне ăна «Татмедиа» урлă регистраци туса пăхасшăн. Ку çăмăл ыйту мар, укçа-тенкӗпе çыхăннă. Капла май пулмасан ТР ЧНКА урлă ыйтăва татса пама тăрăшăпăр.
Тепӗр хумхантаракан ыйту – хамăр чӗлхене упраса хăварма пур вăйран тăрăшмалла, ачасене садикрен пуçласа чăвашла вӗрентмелле. Чăвашла вулакан пулмасан кам валли çыратпăр эпир? Ку енӗпе Шупашкарпа ӗçлемелле. Ачасем валли чăвашла çырнă кӗнекесене федераллă перечене кӗртмен. Кӗртсен ТР Вӗрентӳпе наука министерстви урлă туянма пулать, – палăртрӗ Ирина Федоровна.
«Тăван Атăл» журналăн тӗп редакторӗ А.А.Тарасов Тутарстан чăвашӗсене «эсир халь Шупашкарсăрах пурăнма вӗреннӗ» тесе каларӗ. Ӗлӗк чăваш çыравçисен пӗр пӗрлӗх кăна пулнă, пурте унта тăнă. Халӗ регионсенчи чăвашсем мӗншӗн уйрăм союзсем йӗркелеççӗ-ха? Шупашкарта ялан пичетленейменнипе те çыхăннă пуль ку. «Тăван Атăлта» мӗншӗн пур авторăн хайлавне те пичетлейменнине Арсений Алексеевич вăхăт çитменнипе çыхăнтарчӗ. Чăн та, вăл 65 çултискер, Шупашкарта тухакан пӗртен-пӗр литература журналне пӗр пӗччен кăларса тăрать. Вăл мӗнле нумай ӗç тунине ытлашши сăмахсăрах ăнланмалла. Арсений Алексеевич регионсенчи чăвашсем патне тăтăшрах килсе çӳрес кăмăлӗ пысăкки пирки пӗлтерчӗ. Кунта чăвашлăх туйăмӗ, тăван чӗлхене упрасси вăйлăраххине палăртрӗ.
Çак мероприятирех Нурлатра пурăнакан Владимир Кашкаровăн СССР Геройӗ Семен Коновалов çинчен çырнă «Танго над пропастью» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. Хăтлава ТР Халăхсен ассамблейин Нурлат районӗнчи представительствин председателӗ, Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗ, ЧНКЦ председателӗ Галина Терентьева ертсе пычӗ. Кӗнеке пирки хăй шухăшне «Туслăх» хаçат ӗçченӗ Маргарита Литта, Шупашкартан килнӗ хăнасем пӗлтерчӗç. Автор кӗнекене çырнă историпе паллаштарчӗ, ăна кăларма пулăшакансене тав турӗ. Уйрăмах ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрне Александр Шадрикова.
Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче Порфирий Афанасьевăн музейне уçас ӗçсем еплерех пыни пирки районти мемориал директорӗ В.В.Захарова тухса калаçрӗ.
Съездра писательсен ӗçӗпе çыхăннă ыйтусене, литературăн малашнехи аталанăвне сӳтсе яврӗç. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзне 2013 çулта йӗркеленӗренпех ТР тата ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ, паллă çыравçă Николай Сорокин ертсе пычӗ. Шел пулин те, июлӗн 5-мӗшӗнче аслă юлташăмăр, хисеплӗ Николай Михайлович пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ.
Союз ӗçне малалла ертсе пыма делегатсем пӗр саслăн пулса «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне Ирина Трифоновăна шанса пачӗç.  Юлашкинчен мероприятире çӗкленӗ ыйтусемпе сӗнӳсем тăрăх Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн резолюцине йышăнчӗç. Унта çакăн пек пунктсем кӗртнӗ:
1. ТР Писательсен союзне чăваш çыравçисене Валентин Бурайкина, Анатолий Малышева, Андриян Григорьева тата Маргарита Литтана кӗртес ыйтупа тухмалла;
2. Союз çумӗнче пуçлакан çыравçăсен секцине йӗркелемелле;
3. «Шурăмпуç» журнала регистрацилес ыйтăва татса памалла;
4. Чăваш чӗлхине, литературине тата жанрсен тӗрлӗлӗхне аталантарас, чăваш литературине халăхра ытларах сарас тӗллевпе ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗпе ЧР Профессилле писательсен союзӗ хушшинче килӗшӳ тумалла;
5. Республика ертӳçисем патне Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче Чăваш халăх поэчӗн П.В.Афанасьевăн литература музейне уçас ыйтупа тухмалла;
6. ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн ӗçне вăйлатас тӗллевпе чăвашсем йышлă пурăнакан Çӗпрел, Пăва, Нурлат тата Аксу районӗсенче союз председателӗн çумӗсене суйламалла.
Çавăн пекех съездра писательсен йышне çӗнӗ пайташсене йышăнчӗç. Вӗсен шутӗнче Елена Хлынова (Пăва районӗ), Владимир Кашкаров (Нурлат) тата Константин Малышев (Хусан) пулчӗç.
Съездпа çыхăннă ытти сăнӳкерчӗксене хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнчи галерейăра пăхма пултаратăр.
 
Ирина ГОРДЕЕВА.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
А.Вражкин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев