Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Малашне физкультура урокӗсенче футболла выляма вӗрентеççӗ

Кăçалтан Раççейри шкулсенче футболла выляма вӗрентме пуçлаççӗ. Физкультура урокӗнче футбол вăртьтăнлăхӗсене алла илессипе çыхăннă ӗç программине пӗлтӗрхи декабрӗн 24-мӗшӗнче Раççей Футбол союзӗпе РФ Çутӗç министерстви пӗрле ӗçлесе йышăннă. 2021 çулта шкулсенче футбола аталантарас стратегин пӗтӗм элементне комплекслă майпа пурнăçа кӗртес пилотлă регионсен шутне Чулхула тата Свердловск облаçӗсемпе пӗрле Тутарстан Республики те кӗнӗ.

Физкультурăн 3-мӗш урокӗ (эрнере физкультура урокӗ шăпах виççӗ) ачасем 1-мӗш номерлӗ спорт тӗсӗпе паллашмалли старт площадки пулса тăрӗ. Шкулта вӗренекенсем – арçын ачасем те, хӗрачасем те – мечӗке алла илессин тӗп приемӗсемпе, футболăн комбинацийӗсемпе паллашӗç. Хăйсен регионӗнчи, Раççейри тата тӗнчери футбол пирки нумайрах пӗлӗç. Футболпа тӗплӗн паллашса ачасем хăйсене пурнăç тăршшӗпе кирлӗ пулакан хăнăхусене – пӗр-пӗрне пулăшассине, ăнланассине, яваплăха хăв çине илессине, командăра ӗçлессине – алла илӗç. Футболла урокра çеç мар, урок хыççăн та выляс, унăн вăрттăнлăхӗсене тӗплӗнрех алла илес текен ачасем шкулсенчи футбол секцийӗсене çӳреме пултараççӗ.

Раççей Футбол союзӗ кашни регионтах шкулти спорт клубӗсемпе спорт шкулӗсене çыхăнтаракан система йӗркелесе ярасшăн, талантлă ачасем хăйсен ăсталăхне çӳллӗрех шайра туптама пултарӗç. Çавăн пекех куллен иртекен ăмăртусене – Шкулсен пӗрлехи футбол лигине – йăлана кӗртесшӗн: вăл муниципаллă шайран пуçласа Пӗтӗм Раççейри таранах пулӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев