Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

малашне те ПӖРЛЕ КАР ТĂРСА ӖÇЛЕР

Чăвашла хайлавсенчен чылайăшне Чăваш халăх сайтӗнче тупса вулама май пур

Çӗртме уйăхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Чӑваш кӗнекин кунӗ иртрӗ. Хӑтлӑ курав залӗнче вулавăш ӗçченӗсем, редакторсем, литература тӗпчевçисем, çыравçӑсем, журналистсем тата чăваш кӗнекине юратакансем пухӑнчӗç. Кăçал уяв тăваттăмӗш хут иртрӗ.

«Ăна Ермей Рожанский (1741–XIX ӗмӗр пуçламăшӗ) куçаруçă тата миссионер ячӗпе çыхăнтараççӗ, мӗншӗн тесен XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринчи чăвашсен çыруллă культурин аталанăвӗнче ăсчах тӳпи уйрăмах пысăк. Вăл йӗркеленӗ кивӗ чăваш литература чӗлхипе çӗр çула яхăн усă курнă, кӗнекесем те пичетленӗ. Ермей Рожанскин «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӑларӑмӗ тухнӑранпа кăçал 225 çул çитрӗ», – уява уçнă май кӗскен паллаштарчӗ Ольга Тимофеева Чăваш наци библиотекин ӗçченӗ.

Тӗлпулура калаçу хальхи чăваш кӗнеки, унăн шăпи тата малашлăхӗ тавра йӗркеленчӗ. Чăваш наци библиотекинчи Сайра тӗл пулакан кӗнекесен тата документсене консервацилекен пайăн пуçлăхӗ Татьяна Николаева чăваш кӗнекисене Раççей Федерацийӗн кӗнеке палăкӗсен реестрне кӗртессине пирӗн республикăра еплерех пурнăçа кӗртнине каласа пачӗ, ЧР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров Ермей Рожанские шкулта вӗрентнине уçса пачӗ.

Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова предприятин ӗç-хӗлне тимлӗх уйăрчӗ, кӗнеке кăларас ӗç издательствăра хальхи вăхăтра еплерех йӗркеленсе пынине ăнлантарчӗ: «Çулсеренех пирӗн патра çӗре яхăн тӗрлӗ кӗнеке пичетленет, вӗсенчен вӑтӑр ытларахăшӗ чӑвашла е чӑвашла-вырӑсла кун çути курать. Кӗçӗн çулхи ачасем валли хатӗрленӗ кăларăмсем, тăван енпе паллаштаракан альбомсем ытларах икӗ чӗлхепе тухаççӗ. Вăтам тата аслă классем валли пӗр чӗлхепе хатӗрлетпӗр, ытларах вӗсем – чӑвашла. Аслӑ ӳсӗмри вулакансем вара çыравçăсенчен романсемпе повеçсем чăтăмсăррăн кӗтеççӗ. Çакна шута илсе Чăваш кӗнеке издательстви «Чăваш романӗ» конкурс йӗркелесе ячӗ. Унăн пӗрремӗш çӗнтерӳçи Аркадий Русаков пулса тăчӗ, кăçал çыравçăн «Турхан сăмахӗ» романӗ пичетленчӗ. Конкурс малалла пырать, хутшăнмасăр ан юлăр. Чӑваш кӗнеки малалла та аталантăр тесен пирӗн, Чăваш кӗнеке издательствин, çыравçӑсен, ӑсчахсен, вулавăш ӗçченӗсен, пӗрле кар тӑрса ӗçлемелле», – çапларах пулчӗ Ольга Леонидовна сӑмахӗ.

Хальхи вăхăтра чăваш кӗнекисемпе интернет уçлăхӗнче те паллашма пулать. Чăваш наци библиотекин Кӗнеке палатин секторӗн пуçлăхӗ На­талья Хомуткина электронлă вулавăшри чăваш кӗнекипе çыхăннă коллекцисем çинчен тӗплӗ каласа пачӗ.

Чăвашла хайлавсенчен чылайăшне Чăваш халăх сайтӗнче тупса вулама май пуррине вулакансем чылайăшӗ пӗлеççӗ ӗнтӗ. Ку енӗпе Николай Плотников ырми-канми тăрăшать. Тӗлпулура вăл «Рувики» çӗнӗ интернет энциклопедипе паллаштарчӗ. «Рувики» – «Википедин» çӗнӗ варианчӗ-мӗн. Ăна 2023 çул вӗçӗнче хута янă. «Вăл наци чӗлхисене аталантарать. Ытларах пайне «Википедин» чăвашла вариантӗнчен илнӗ, анчах калькăласарах куçарнă пирки хăш-пӗр сăмахсене ăнланма йывăр. Акă пӗррехинче «пайпл» тени куç умне лекрӗ. Мӗне пӗлтерет-ши тесе чылай пуç ватрăм, малтанах вăл укçа куçармалли система пулӗ тесе шутларăм. Тӗплӗнрех тишкертӗм те Библие чăвашла çапла каланă иккен. «Википедире» ӗçлекенсемшӗн çакă йӗркеллӗ куçару, анчах та чăваш çынни тавçăрса илеймӗ. Çавăнпа та пуриншӗн те ăнланмалла пултăр тесе унти статьясене тӳрлетсе йӗркене кӗртме тăрăшатпăр», – каласа пачӗ Николай Алек­сеевич çӗнӗ интернет энциклопедийӗ пирки.

Уявра çавăн пекех чăваш çыравçисем тухса калаçрӗç, хăйсен кӗнекисемпе паллаштарчӗç. 

Дарья МОРОЗОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев