Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Малтан вӑл журнал "Трактор" ятлӑ пулнӑ

Мероприяти библиотнкӑн Youtube-каналӗнче онлайн-режимра иртет

Январӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Тӑван Атӑл» журналăн наци культуринчи вырăнĕ»  ҫавра сӗтел иртет. Ӑна журналӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие ҫыравҫӑсем, литературоведсем, журнал редакторӗсем, библиотека ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ. 

"Тӑван Атӑл" журнал 1931 ҫултанпа тухса тӑрать. Журнал малтан "Трактор" ятпа тухса тӑнӑ. Вӑл литературӑпа критика тата политика альманахӗ пулнӑ. 1936 ҫулта альманахӑн ятне "Илемлӗ литература" тесе улӑштарнӑ. Хальхи ятпа журнал 1944 ҫултан тухса тӑма тытӑнать. 

Ҫавра сӗтелте кӑларӑм ҫуралнин историне, унӑн чӑваш литературинчи вырӑнне, аталану перспективисене сӳтсе яваҫҫӗ.

Мероприяти библиотнкӑн Youtube-каналӗнче онлайн-режимра иртет:

 https://www.youtube.com/watch?v=5yDOlStoMk4.​ Вӑл 15.00 сехетре пуҫланать.

 «Трактор» журналӑн пӗрремӗш номерӗ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000934.pdf

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев