Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мамă е анне?

Эпир хăш чух сăмахсем ниме те пӗлтермеççӗ тетпӗр. Пӗлтереççӗ çав... Мамăпа эпир час-час тавлашаттăмăр, аннепе вара вăрçăнас килмест. «Анне» тени хăйех пирӗн чи çывăх çыннăмăр еплерех çепӗç те аманчăк чунлă пулни пирки калать. Анне хăйне çапла чăвашлах чӗнме пуçласан тахçанччен хăнăхаймарӗ-ха. Вăл вӗт çак сăмахпа асаннене, хăйӗн хунямăшне, чӗнет. Вӗсем вара пит килӗштерсех каймаççӗ. Пӗрре пахчара сухан кăларнă чух аннене хампа пулса иртнӗ истори пирки каласа патăм. Эпӗ хуларан яла кайма тухнă, автобусра ларса пыратăп. Хăлха çаккисене хывма маннă, кӗпе çаннисем кӗске пирки ӳт çине тунă татусем уççăнах курăнаççӗ. Мана хирӗç икӗ кинеми ларнă та калаçса пыраççӗ, мана «кăшлаççӗ»

МАМĂ Е АННЕ?

 

Мамăпа эпир час-час тавлашаттăмăр, аннепе вара вăрçăнас килмест

 

Çакă çутă тӗнчере маншăн пуринчен хаклă хӗрарăм пур. Вăл маншăн çепӗçлӗх, илемлӗх, пархатарлăх, савăклăх тата юрату эталонӗ. Вăл – манăн АННЕ.
Аннесем çинчен нумай сăвă, юрă çырнă поэтсемпе композиторсем, анчах та ман туйăмсене туллин нимӗн те уçса параймасть пуль. Юлашки вăхăтра аннене тата та ытларах хаклама пуçларăм.

 

Астăватăп: ача чухне хамăр таврари ытти пӗтӗм ача пекех эпӗ те хамăн аннене вырăсла «мамă» тесе чӗнеттӗм. 18 тултарсан, Хусанта пурăннă чухне, «Сувар» хаçатра ӗçлекен журналист Ирина Кузьмина мана намăслантарчӗ: «Элтияр, эсӗ чăваш халăхӗшӗн, чăваш чӗлхишӗн чунна пама хатӗр, çав вăхăтрах хăвăн аннӳне тăван чӗлхепе чӗнместӗн», – терӗ. Ку ман пурнăçри пӗлтерӗшлӗ самант пулчӗ. Çавăнтанпа эпӗ аннене «мамă» тесе мар, АННЕ тесе чӗнме пуçларăм. Чăн-чăн АННЕ!
Эпир хăш чух сăмахсем ниме те пӗлтермеççӗ тетпӗр. Пӗлтереççӗ çав... Мамăпа эпир час-час тавлашаттăмăр, аннепе вара вăрçăнас килмест. «Анне» тени хăйех пирӗн чи çывăх çыннăмăр еплерех çепӗç те аманчăк чунлă пулни пирки калать.
Анне хăйне çапла чăвашлах чӗнме пуçласан тахçанччен хăнăхаймарӗ-ха. Вăл вӗт çак сăмахпа асаннене, хăйӗн хунямăшне, чӗнет. Вӗсем вара пит килӗштерсех каймаççӗ. Пӗрре пахчара сухан кăларнă чух аннене хампа пулса иртнӗ истори пирки каласа патăм.
Эпӗ хуларан яла кайма тухнă, автобусра ларса пыратăп. Хăлха çаккисене хывма маннă, кӗпе çаннисем кӗске пирки ӳт çине тунă татусем уççăнах курăнаççӗ. Мана хирӗç икӗ кинеми ларнă та калаçса пыраççӗ, мана «кăшлаççӗ» – ку чăвашла ăнланмасть тесе шутлаççӗ ӗнтӗ. Эпӗ çак самантра тытрăм та анне патне шăнкăравларăм: «Салам, анне! Мӗнле халсем?» – терӗм. Вăрах калаçрăмăр. Калаçса пӗтерсен хирӗç ларакан кинемисен калаçăвӗ хăлхана кӗчӗ:
– Эх, мӗнле шел, эпир хамăр ачасене «анне» теме вӗрентмен... – тет пӗри.
– Мана та ачасем «мамă» теççӗ. Вырăссем каланă пек çемçен мар, кăнттаммăн илтӗнет «мамă» тени. «Анне» тени епле çепӗççӗн янăрать вӗт-ха... – хушса хучӗ тепри...
Ман историе итлесе пӗтерсен анне кăмăллăн йăл кулчӗ. Çавăнтанпа вăл хăйне «анне» тесе чӗннӗшӗн питӗ савăнать.

Элтияр АЛЕКСАНДРОВ,
Чăваш наци радиовӗпе телекуравӗн редакторӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чăваш чӗлхи