Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ман валли тухакан хаçат!

Хаклă тăванăмăрсем! Йышăнса илсемӗр Ара шывӗ тусӗн ăшă саламне! Тӳрех калатăп: эпӗ сирӗншӗн çӗнӗ çын. Иккӗмӗш çул çеç вулатăп çак хаçата. Апла пулин те, вăл маншăн тăван хаçат пулса тăнăшăн шутсăр савăнатăп. Çавна пулах, вулакан йышӗнче çеç мар, çыракансен шутне те кӗрес килнипе лартăм çыру сӗтелӗ хушшине. Кун пек чухне çакна каласа хăварни кирлех пуль.

Чăваш Республикин Вăрмар районӗнчи Арапуç ялӗнче çуралса ӳснӗ эпӗ. Ара юханшывӗ пирӗн ял çумӗнче пуçланать. Çавăнпа ял ячӗ те çапла. Çак юханшыв çулла пит вăйлă юхмасть пулин те, хăш-пӗр çуркунне сарăлса пирӗн пахчана кӗме юратать. Çавăнпа вăл маншăн — ТУС шутлă. Малалла, ытти ялсен çумӗпе юха-юха Кавала çитсен, Тутарстан Республикине кӗрсе каять. Унта Акзигитово ятлă ял кӗтсе илет ăна. Çапла вара, çак пысăк мар юханшыв икӗ тăванла республикăна пӗрлештерсе тăрать. Чикӗ пирӗншӗн карттă çинче çеç темелле. Чăваш ялӗсем те Тутарстан çӗрӗ çинче чылай-çке! Чăваш Ен çӗрӗ çинче те тутар ялӗсем сахал мар. Ӗлӗкхи вăхăтсенче, суту-илӳ ӗçӗсемпе тӗрлӗ уявсем пӗрлештерсех тăнă пире. 

Пӗр тӗслӗх çеç илсе кăтартас: ӗлӗкрех Кавал ярмăркки виçшер куна тăсăлнă, икӗ халăх çынни тус-тăван пек хутшăннă кунта. Пӗр-пӗрин культурине килӗштермесен, пӗр-пӗрин чӗлхине пӗлмесен савăнăçлă пысăк уяв виçӗ куна пырас çук. Пирӗн йăхрисем те хастаррисен шутӗнче пулнă унта. Анне енчисем вӗсем. Çакна çирӗплетсе калама тата акă мӗн пур. 

Ман кукаçин çемйи пур енӗпе те вăйлă пулнă, чӗлхе енӗпе те. Килӗнче вӗсен библиотека та пулнă-çке! Çак çемьери ачасенчен маншăн кукамай пулса тăни те, Мария ятлăскер, пӗчӗкренех чăвашла та, тутарла та калаçса ӳснӗ, вулама пуçласан — вырăс чӗлхи те тăван чӗлхе пек пулса тăнă. Çапла чăваш хӗрачи тутарпа та, вырăспа та пӗр чăрмавсăр калаçма пултарнă. Никам та ют пулман уншăн! Юрать анне пуçран кăлармасть çаксене. Пурпӗрех ку сахал маншăн. Тутарпа чăвашăн туслăхӗ пирки сирӗнтен ытларах кам калатăр?! 

Çак хаçат ăшне чăммасăр пӗлес çук. Чӗлхи те халăх чӗлхи кунта — вулас та вулас килет! Тăван çынпа калаçнă пек туятăп эп хама çакăн чух. Чăтăмсăр кӗтетӗп алла тытас килекен çак хаçата. «Сувар» ятлă пулни те çывăхлантарать. «Ман валли тухакан хаçат!» — тетӗп ун пирки. Шанатăп — ытти вулакансем те çакнах калаççӗ.

Раççейре кăçал — Çемье çулталăкӗ. Питӗ тӗрӗс ку! Туслăх тӗрекӗ çемьере çирӗпленмелле-çке! Туслăх хакне пӗлмесен — пӗрлӗхри вăй та пулас çук. Атте-аннесем тата нумай-нумай çул малараххисем мӗнле пурăннине пӗлсе пурăнас килет ман. Хальхи çынпа пӗрле пулас килет. Çырăвăн çак пайне вӗçлесе, Çемье çулталăкне халалланă икӗ сăвăпа паллаштарас тетӗп.

АН СИВӖНТӖР ЮРАТУ!
Ыр туртăмпа ăнлану —
Килӗшӳллӗ çыхăну.
Çак пулать те таса чуншăн
Пит шанчăклă юрату!

Çак ăшăра çуралса
Çемье ӳссе вăйланать.
Анчах тӗвви пушансан,
Пуррин кăштах шут чакать.

Чăн та, çапла çухату
Темшӗн вара пулкалать.
Пурпӗр — ăшри юрату
Сӳнмӗ тесе чун калать.

Ик телейлӗ çын çумне
Ан çывхартăр харкашу.
Чăмăртаннă çемьере
Ан сивӗнтӗр юрату!

МАНШĂН ЭСИР — 
ПӖР ÇЕМЬЕ!
Ырлăх шыв пек юхтăр, юхтăр
Пӗр чăрмавсăр сарăлса.
Çăлӗ вăйпа тапса тăтăр
Çитсе пыма халăха.

Юхнă майăн савăнтартăр
Çӗн кун парса ирсемпе.
Çакна курма куçа уçтăр
Йăлтăртатса шевлипе.

Çынни хăй те ырă тума
Пӗлтӗр, кӳрши-тăванне,
Пӗр килтисем нихăçан та
Ан сӳнтерччӗр вучахне.

Ыр шухăшсăр çын ан уттăр,
Ан та тухтăр çул çине!
Анчах тухсан хăй ан мантăр
Малтан мӗнле пулнине.

Çак та пур-ха, кӗме пӗлтӗр
Тулли пурнăç ытамне.
Тепри, ун чух, тӳрех çăлтăр
Пулас тет-çке... — ай, тӗнче-е!

Эх-х, çаплисем ан хуплаччăр
Çуран утан çын çулне.
Шурă-хура ан хирӗçтӗр
Кӗл хăварма чунсенче.

Халь калам-ха ак çакна та,
— Пӗрле пулас килнипе.
Хут çинчи те, вулакан та,
Эсир пурте — ман çемье!

Юрий ПЕТРОВ (САНТУС-АРА).
Чăваш Ен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество