Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАНĂÇМИ КУНСЕМ, ÇУЛСЕМ…

Çăмăлччӗ Петр Петрович Хусанкайпа ӗçлеме. Шел, ытла ир пăрахса кайрӗ вăл пире.

Мана, ал çырăвӗн редакторне, пӗр поэт, ятлă поэт, çапла каланăччӗ:

– Эсӗ кăтартнисене тӳрлетрӗм, так ну. Эпӗ хирӗçместӗп редакторпа. Хусанкайпа вăт, ачам, пӗр чӗлхе тупаймăн. Йывăр унпа ӗçлеме, так ну...

– Йывăррине-мӗнне пӗлместӗп, ал çырăвне тытса курман, –  

хуравларăм эпӗ сӳрӗккӗн, ăшра хăйпе килӗшменнине тӳррӗн палăртма хăймасăр.

Эпӗ ун чухне (1959 çулта) Чăваш кӗнеке издательствинче ӗçлеме тытăннăччӗ кăна, писательсенчен чылайăшне произведенийӗсем тăрăх çех пӗлнӗ. Çапах та Петӗр Хусанкайпа хутран-ситрен тӗл пулса калаçкаланăччӗ. Манăн пирвайхи сăвăсенчен пӗрне хăй пухса хатӗрленӗ «Миршӗн» сборнике те кӗртнӗччӗ вăл. «Ăшă кăмăллă, ырă чунлă», – шухăшлаттăм эпӗ Петӗр Хусанкай пирки ялан. «Йывăр унпа ӗçлеме» тенӗ поэтпа пӗртте килӗшес килмерӗ.

Паллах, тепӗр чухне (сайра-хутра анчах мар) редактор сӗнӗвне йышăнмасассăн та пултарать автор. Кун пек чухне автор хăйӗн тӗрӗслӗхне редактора ӗнентерме пӗлни кирлӗ. Редактор та, хăйӗн кăтартăвӗ тӗрӗс тесе шутласан, автора ӗнентерме пултармалла. Авторпа редактор пӗр-пӗринпе хирӗçни ӗçе ăнăçу кӳмест, кăткăслантарать кăна.

Мана чи малтан Петӗр Хусанкайăн «Лирика» ал çырăвне редакцилеме тиврӗ. Ӗçе хăюллăн пуçăнтăм теейместӗп. Пысăк поэт çырнинче çитменлӗхсем шырама пикенни аван мар пек туйăнчӗ те эпӗ хăш-пӗр йӗркесене, начартарах рифмăсене, ритм уксахланă вырăнсене кăранташпа çех палăртса тухрăм, чернилпа тӗкӗнме тăхтарăм: Хусанкай килӗшессе е килӗшес марра кӗтрӗм. Петр Петрович эпӗ кăтартнă вырăнсене пăхкаларӗ те мӗн тӳрлетмеллине ман умрах тӳрлетме тытăнчӗ. «Эсӗ курнă ав, хам асăрхаман, – терӗ вăл кăмăллăн. – Тавтапуç, Якур шăллăм».

Унăн тепӗр кӗнекине, «Аслă чӗре» ятлине, илемлӗ калăплама темиçе страница çитмерӗ те Петӗр Хусанкай çӗнӗрен 5 сăвă илсе килчӗ. «Наборласассăн кусене те хамăн вуласчӗ», – терӗ. Вулаймарӗ, Мускава васкавлăн тухса кайрӗ. Пӗр-икӗ кунран вăл ман ятпа Шупашкартах çырса хăварнă çырăва илтӗм: «Якур шăллăм, – çырнă вăл, – паян тин ăсанма тивет те-ха... Кӗреймерӗм... «Аслă чӗрери» 5 сăвва пăхаймарăм ӗнтӗ. Хăв тӗрӗс-тӗкел вырнаçтарса яр. Оригиналне пăхарах вулама тархаслатăп: тепӗр чух «вак-тӗвек» пӗтӗм кăмăла пăтратса ярать. Килессе 7-8.Х. килетӗп пулӗ. Тен, çавăнталла хыпар тăвăн е хамах çитсе кӗрӗп. Кӗнекем çав 5 сăвăсăр тухмалла марах терӗмӗр ӗнтӗ. Ытти пирки – çитсен...

Салампа П.Хусанкай».

Кашни автор хăйӗн кӗнекине пӗр йăнăшсăр кăларттарасшăн. Кӗнекере йăнăш кайни автор кăмăлне çех мар, вулаканăн кăмăлне те хуçать, тарăхтарать те. Петӗр Хусанкай хăйӗн кӗнекисен тасалăхӗшӗн, тирпейлӗхӗшӗн, йăнăшсăрлăхӗшӗн (йăнăшсăрлăхӗшӗн – уйрăмах) хытă тăнă. Редактора, корректора харпăр хăй ӗçӗнче ялан тимлӗ пулма тархаслатчӗ. Унпа ӗçлеме пурпӗр аванччӗ. Чăркăш марччӗ вăл. Хăйне кирек хăçан та сапăр тытнă. Иксӗмӗр хушăра пӗр-пӗрне ăнланманни нихçан та пулман.

Çав çулхинех, 1962 çулта, мана Петӗр Хусанкайăн «Савни» кӗнекин редакторӗ пулма тиврӗ. Титул листинче хăйӗн яш чухнехи сăнӳкерчӗкне пичетлерӗмӗр.

«Тавтапуç сана, Якур! Мӗн те пулин кунта, тен, пур», – тесе парнелерӗ мана Петр Петрович çав кӗнекене.

«Акă вăл, – шухăшларăм эпӗ, – поэт сăпайлăхӗ!.. «Мӗн те пулин» мар, виçсе виçейми, тулли илемлӗх кунта, чун-чӗре хӗрӳлӗхӗ, шухăш пуянлăхӗ!» Çакăн пек çынччӗ Петӗр Хусанкай, мухтанмастчӗ вăл хăй мӗн çырнипе. Халăх ăна мухтарӗ, халь те мухтать.

Урапа та ялан пӗр йӗрпе чупмасть тенӗ авалхи чăвашсемех. Пӗр йӗрпе кăна мар, пӗрешкел те вăрах хушă пыраймасть: е хăвăрт кусать вăл, е питӗ хуллен; тӳрем вырăнтах е пӗр-пӗр лакăма лекет, е тумхаха...

1967 çулта çу пуçламăшӗнче «Ялав» редакцине (эпӗ журнал редакторӗччӗ) Петр Петрович Хусанкай «Çӗрте те çӗрместпӗр» поэма илсе килчӗ. «Вуласа пăх-ха, Якур шăллăм, – терӗ, – техӗмӗ пур-и, çук-и?» Вуларăм та пăшăрханса ӳкрӗм: поэма тӗп геройӗн сăнарӗ пулса çитеймен, шупка. Мӗнле калас Хусанкая? Вӗренекенӗ вӗрентекенне критикленӗ пек пулать-çке-ха. Пурпӗр калама лекет. Йăвашшăн пӗлтертӗм хамăн шухăша Петр Петровича. Вăл лăпкăн, ним шарламасăр итлесе ларчӗ. Çавах сисрӗм: лайăхмарланчӗ вăл. Хама та аван маррăн туйрăм: унăн чӗрине ыраттартăм-çке, айăпа кӗтӗм.

– Темле çав, – хуравларӗ Петӗр Хусанкай алçырăвне манран илсен, – тепӗр хут пăхса тухăп-и? Шантармастăп...

Туслăха куçса пынă иксӗмӗр хушăри хутшăнусем сивӗнес енне сулăннăран эпӗ самай кулянтăм, çав вăхăтрах Петр Петровичăн кăмăлӗ çаврăнасса та шанма пăрахмарăм. Эрне хыççăн эрне иртрӗ. Июль вӗçнелле «Ялав» редакцине Хусанкайран ман ятпа бандероль килчӗ – «Çӗрте те çӗрместпӗр» поэмăн çӗнӗ варианчӗ, çыру та пур:  «Якур шăллăм, — çырнă Петр Петрович, — хама хам тулласа пурăнни çитет пулӗ. Хальлӗхе калăпланса çитнӗн туйăнать. 800 йӗрке çукрах. Çапах та пӗр номере ярсан аванрах пулмалла пек. Укçи-качкишӗн пулсан – йӳнӗрех тӳлесе йӳнеçтерме пултаратăн. Эпӗ кӳренекенни те, хаклашаканни те мар. Ку ыйту татăклă пултăр. Пурăнатпăр-ха.

Чăвашла машин хампа пулмарӗ. Пичетлеттерсе ил ӗнтӗ тӗлӗ-тӗлӗпе. Малти 3 стр. – алăпа çырни – пӗрремӗш сыпăкӗ умӗн, ячӗ хыççăнах, каймалласкер. Вара тата вун пӗр сыпăкӗ – юрă пекки.

Эпӗ августăн çурринче çитмелли çын. Чиперех пулсан...»

Савăнтарчӗ мана Хусанкайăн ку çырăвӗ. Поэми те килӗшрӗ: малтанхи варианчӗпе танлаштарсан, ку вариант чылай ăнăçлă пулнă. Ăна, çав варианта, Александр Казаков тăлмачă вырăсла куçарсассăн, Мускав издательстви те хапăлласа йышăннă.

Хусанкай чылай ют çӗршыв писателӗсене аван пӗлетчӗ. Уйрăмах вăл Болгари поэчӗсемпе çирӗп çыхăну тытрӗ, вӗсен илемлӗ литература хаçатне, журналне тăтăш илсе тăчӗ. 1964 çулта пирӗн республикăна килсе кайнă Ангел Тодоров, Болгарин паллă поэчӗ, Чăвашра хăй мӗн курни-пӗлни çинчен «Болгаросоветская дружба» журналта пысăк статья пичетленӗ.

– Кирлӗ статья. Хамăр халăхшăн, туслăхшăн усăллă, – терӗ Хусанкай, Ангел Тодоров статйине «Ялав» редакцине илсе килсен. – Тăлмачă тупăр-ха, куçартăр.

– Пăлхарла сирӗнтен лайăх пӗлекен çук та пуль, Петр Петрович, –  терӗм эпӗ. – Хăвăрах куçарăр-ха.

– Халӗ Мускава каймалла та... Юрӗ, шухăшласа пăхăп, — терӗ вăл.

Часах çыру илтӗм. Петр Петрович ăна октябрӗн 21-мӗшӗнче янă:  «Асапланас терӗм, – çырнă вăл, «Украина» хăна çуртӗнче пурăнаканскер. – Хама хам редакцилекелерӗм. Тен, çӗнӗрен пичетлеттеретӗн машинкăпа? Кӗскетме тиврӗ старик сăмахне. А шел!..»

Петӗр Хусанкай куçарăвӗ октябрӗн юлашки кунӗнче тин çитрӗ. Çав тӗле «Ялав» журналăн декабрьпе январь номерӗсене те хатӗрлесе çитернӗччӗ те, Ангел Тодоровăн «Советлă Чăваш Çӗршывӗнче» статйи 1965 çулхи февральте кăна тухрӗ. Авторӗн сăнӳкерчӗкне те пичетлерӗмӗр. Петр Петрович кăмăллă юлчӗ.

Пӗрре каланăччӗ эпӗ, çавнах тепӗр хут калатăп: Петӗр Хусанкай питӗ ӗçчен çынччӗ. Мӗн ыйтнине туса пама, чӗннӗ çӗре кайма-килме вăл нихăçан та ӳркенмен. Редакцие (хаçата-и, журнала-и) сăвă е статья хăвăрт кирлӗ – пуринчен малтан пек Хусанкай пулăшма васкатчӗ, пулăшатчӗ те. Çук, пӗртте йывăр марччӗ, çăмăлччӗ унпа –  вашават кăмăллă çынпа, чаплă поэтпа ӗçлеме.

Эпӗ унпа ӗçленӗ кунсене – кӗнекисен редакторӗ пулнă, сăвви-поэмине, статйисене журналта пичетленӗ, пӗр-пӗринпе калаçнă, хутшăннă кунсене – хамшăн усăллă, телейлӗ вăхăт пулнă теме пултаратăп. Хăйӗн кашни кӗнекине пекех (кашнинех те-и, тен?) – Шупашкар-и кăларнă, Мускав-и е урăх çӗршывра тухнă – вăл пурпӗрех парнелетчӗ мана. 1969 çул пуçламăшӗнче Петр Петровичăн виçӗ томпа кăларма йышăннă «Суйласа илнисен» 1-мӗш томӗ пичетленсе тухрӗ. «Манас мар-ха пӗр-пӗрне» тесе титул листинче çапла çырса парнелерӗ çав кӗнекене, сăвăсен пуххине, Петр Петрович мана. Савăнмаллаччӗ – чуна хуйхă пусрӗ: Хусанкай йывăр чирлӗ, шав начарланса пырать...

Астăватăп: Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 70 çул çитет. «Ялава» статья кирлӗ. Кама çыртарас? Шухăшлатăп, шухăшлатăп – Хусанкайран лайăх автор çук. Вăл Çеçпӗл Мишши пултарулăхне нумай тӗпченӗ, сăввисене вырăсла куçарнă, ăна чунтан юратать. Урăха сӗнсен Хусанкайăн кӳренме сăлтав пулать терӗм. Тульккăш вăл йывăр чирлӗ, çырайӗ-ши? Кансӗрленӗшӗн каçару ыйтса Петр Петрович патнех шăнкăравларăм.

– Юрӗ, – килӗшрӗ вăл. – Мӗнле те пулин пулăшăп.

Августăн 29-мӗшӗнче илсе килнӗ Петр Петрович «Ялав» валли çырнă статйине. Эпӗ редакцире пулман та хут татăкӗ çине кăранташпа вăйсăррăн çапла çырса хăварнă: «Сывă пулса тăр. Кайиччен, тен, кураймăпăр». Хăй каллех Мускава тухса кайнă. (Юлашки çулсенче Хусанкай час-часах Мускава çӳретчӗ.) Статйи, «Пин-пин чӗре» ятлăскер, Çеçпӗл Мишшине халалланă номертех пичетленчӗ. Çакă Хусанкайăн «Ялав» валли çырнă юлашки статйи пулчӗ...

Çăмăлччӗ Петр Петрович Хусанкайпа ӗçлеме.

Шел, ытла ир пăрахса кайрӗ вăл пире.

Ячӗ-шывӗ, пархатарлă ӗçӗ-хӗлӗ тăван халăхра нихăçан çухалмӗ. (Георгий ОРЛОВ. «Тăван Атăл» журналтан (2007, кăрлач) илнӗ. А.Хусанкай архивӗнчи сăнӳкерчӗк. Николай Марангозов, Сулейман Рустем, Петӗр Хусанкай тата Ангел Тодоров. София хулинче.1960 çул). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев