Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«МАНĂÇМИ ЯТСЕН ÇУХАЛМӖ ЧАПӖ» ВИКТОРИНА ПӖТӖМЛЕТӖВӖ

Чăваш наци конгресӗн Вӗренӳ комитечӗ Раççей Федерацийӗнче Халăхсен культура еткерлӗхӗн çулталăкне тата Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа йӗркеленӗ регионсен шайӗнчи «Манăçми ятсен çухалмӗ чапӗ» викторина вӗçленчӗ. Конкурса Чăваш, Тутарстан, Пушкăртстан республикисенче, Чӗмпӗр облаçӗнче вӗренекен 200 ытла шкул ачи, студент хастар хутшăнчӗ. Жюри ӗçсене хакласа çӗнтерӳçӗсемпе призёрсене палăртрӗ.

Кăштах тавçăрса илеймесӗр тунă йăнăшсене палăртас тӗллевпе жюри тӗрӗс хуравсене уçăмлатас терӗ. 

А.Г.Николаева хисеплесе па­нă тата чысласа тунă унăн тă­ван ялӗнчи вырăнсем çаксем: А.Г.Николаев СССР летчик-космонавт мемориал комплексӗ, А.Г.Николаев СССР летчик-космонавт ячӗллӗ парк-сад, космонавтсен аллейи, «Ракета» стела, А.Г.Николаев бюсчӗ, Космонавтика музейӗ, А.Г.Николаев пӳрчӗ, А.Г.Николаев летчик-космонавт летчикӗн масар часавайӗ, вилтăпри çинчи мраморлă саркофаг (чул тупăк), Николаев урамӗ, А.Г.Николаев ячӗллӗ Шуршăл шкулӗ, Николаев урамӗнчи «Восток-3» лавкка. 

Н.Я.Бичурин Хусан кӗпӗрнин Çӗрпӳ уесӗн (хальхи Шупашкар районӗн) Типнер салинче çуралнă. 

П.П.Хусанкай ача чухне Константин Ивановăн «Нарспи» поэмипе пӗрремӗш хут çапла паллашнă. Пӗррехинче Хусанкайсен ашшӗпе амăшӗ кӳршӗ яла туя кайнă пулнă. Вара вӗсем патне хӗрсем улах ларма пынă. Ларма хӗрсем Сетнерпе Нарспи валак патӗнче тӗл пулни çинчен юрла пуçланă. Петӗр вӗсем юрланине хăлха тăратсах итленӗ. Хӗрсем çывăрма выртсан Петӗр ăнсăрт­ран хурăнташ хӗрӗн пуçелӗкӗ айӗнче пӗр кӗнеке кӗтессине курать. Хӗре систермесӗр кӗнекине туртса кăларать те пурте çывăрса кайсан вулама пуçлать. Кӗнеки Чӗмпӗрте 1908 çулта тухнă «Чăваш юмахӗсемпе халапӗсем» ятлă пулнă-мӗн. «Нарспи» тӗлне çитсен Петӗр тӗлӗнсе хытсах каять... Ун чухне вăл çиччӗ-саккăрсенче пулнă. К.В.Ивановăн ятне Петӗр Хусанкай самай кайран, «Нарс­пие» шкулта класӗ-класӗпе валеçсе халăх умӗнче вула пуçласан тин пӗлнӗ.

Хаклă туссем! Сире литература вăййине хутшăннăшăн тав тăватпăр, малашне те хастар пулма лайăх кăмăл, чăтăмлăх, ăнăçу сунатпăр. Викторина çӗнтерӳçисемпе призёрӗсене диплом, хутшăннисене сертификат заявкăра кăтартнă электронлă адреспа ярса паратпăр.

Викторинăна Тутарстанри шкул­сенче вӗренекенсем те хас­тар  хутшăннă. Çӗнте­рӳ­çӗ­семпе тата призерсемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем.

Çӗнтерӳçӗ: Кристина Молгачева (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ, 8 класс); 

Призерсем: Евгения Мельникова (Аксу районӗ, Кивӗ Саврăш шкулӗ, 9 класс), Карина Тужилкина (Çӗпрел райо­нӗ, Кивӗ Шемӗршел шкулӗ, 8 класс), Татьяна Задурова (Çӗпрел районӗ, Чăваш Çӗпрел шкулӗ, 9 класс), Дарина Захарова (Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ, 8 класс), Данил Чемуков (Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ, 1 курс).

Саламлатпăр ентешсене! Çӗн­терӳçӗсемпе призерсен тулли списокӗпе «Сувар» хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнче паллашма пулать. 

 

ЧНК пресс-служби. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев