Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторина пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ Раççей Федерацийĕнче халăхсен культура еткерлĕхĕн Çулталăкне тата Чăваш Республикинче мухтавлă ентешсен Çулталăкне халалласа йĕркеленĕ регионсем шайĕнчи «Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторина вĕçленчĕ. Вăйă-ăмăртăва ирттерекенсен йышĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин Наци библиотеки пулчĕç. Конкурса Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче вĕренекен 200 ытла шкул ачи, студент хастар хутшăнчĕ. Жюри пултарулăх ăмăртăвне килнĕ ĕçсене пăхса тухрĕ, хак пачĕ, тĕрĕс те тулли хуравланисене суйласа илчĕ, çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене палăртрĕ.

 Вăйă-ăмăртура çĕнтернисем тĕпчевлĕ-шыравлă ĕçлеме пултарнипе, чăваш халăхне, пирĕн республикăна чапа кăларнă тĕнчипех паллă çынсене лайăх пĕлнипе савăнтарчĕç.  Викторинăна хутшăннисенчен хăшĕ-пĕри А.Г. Николаев космонавта хисеплесе панă тата чысласа тунă унăн тăван ялĕнчи вырăнсене, П.Е. Егоров ача чухне мĕнле майпа Санкт-Петербурга лекнине, Н.Я. Бичурин çуралнă ял ятне, чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай «Нарспи» поэмăпа мĕнле майпа паллашма пултарнине тĕрĕсех хуравлайманни пулчĕ.

   Кăштах тавçăрса илеймесĕр тунă йăнăшсене палăртас тĕллевпе жюри тĕрĕс хуравсене пичетлес терĕ. Мухтавлă А.Г. Николаева хисеплесе панă тата чысласа тунă унăн тăван  ялĕнчи вырăнсем çаксем: А.Г. Николаев СССР космонавт летчикĕн мемориал комплексĕ, А.Г. Николаев СССР космонавт летчик ячĕллĕ парк сад, космонавтсен аллейи, «Ракета» стела, А.Г. Николаев бюсчĕ, космонавтика музейĕ, А.Г. Николаев пӳрчĕ, А.Г. Николаев космонавт летчикĕн масар часавайĕ, вил тăпри çинчи мраморлă саркофаг (чул тупăк), Николаев урамĕ, А.Г. Николаев ячĕллĕ Шуршăл шкулĕ, Николаев урамĕнчи «Восток-3» лавкка. Н.Я. Бичурин Хусан кĕпернин Çĕрпӳ уесĕн (хальхи Шупашкар районĕн) Типнер салинче çуралнă. П.П. Хусанкай ача чухне Константин Ивановăн «Нарспи» поэмипе пĕрремĕш хут çапла паллашнă. Пĕррехинче Хусанкайсен ашшĕпе амăшĕ кÿршĕ яла туя кайнă пулнă. Вара вĕсем патне хĕрсем улах ларма пынă. Ларма хĕрсем Сетнерпе Нарспи валак патĕнче тĕл пулни çинчен юрла пуçланă. Петĕр вĕсем юрланине хăлха тăратсах итленĕ. Хĕрсем çывăрма выртсан Петĕр ăнсăртран хурăнташ хĕрĕн пуçелĕкĕ айĕнче пĕр кĕнеке кĕтессине курать. Хĕре систермесĕр кĕнекине туртса кăларать те пурте çывăрса кайсан вулама пуçлать. Кĕнеки Чĕмпĕрте 1908 çулта тухнă «Чăваш юмахĕсемпе халапĕсем» пулнă-мĕн. «Нарспи» тĕлне çитсен Петĕр тĕлĕнсе хытсах каять... Ун чухне вăл çиччĕ-саккăрсенче пулнă. К.В. Ивановăн ятне Петĕр Хусанкай нумай кайран, «Нарспие» шкулта класĕ-класĕпе валеçсе халăх умĕнче вула пуçласан тин пĕлнĕ.

     Хаклă туссем! Сире литература  вăййине хутшăннăшăн тав тăватпăр, малашне те хастар пулма лайăх кăмăл, чăтăмлăх, ăнăçу сунатпăр. Викторина çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене диплом, хутшăннисене сертификат заявкăра кăтартнă электрон адреспа ярса паратпăр.

Викторина çĕнтерӳçисемпе призёрĕсем çаксем пулчĕç:

1

Кристина Молгачева,

8 класс

Тутар Республики, Çĕпрел районĕ,

Аслă Аксу шкулĕ

çĕнтерÿçĕ

 

2

Евгения Мельникова,

9 класс

Тутар Республики, Аксу районĕ,

Кивĕ Саврăш шкулĕ

призёр

 

3

Карина Тужилкина,

8 класс

Тутар Республики, Çĕпрел районĕ,

Кивĕ Шемĕршел шкулĕ

призёр

 

4

Никита Караполов,

8 класс

Чĕмпĕр облаçĕ, Чĕмпĕр хули,

57-мĕш шкул

призёр

 

5

Милана Анисимова,

8 класс

Чĕмпĕр облаçĕ, Чердакли районĕ,

Андреевка шкулĕ

призёр

 

6

Дарья Григорьева,

9 класс

Чăваш Республики, Çĕрпÿ районĕ,

Михайловка шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

 

7

Ольга Сильвестрова,

9 класс

 

Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ,

Пучинке шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

 

8

Анастасия Степанова,

8 класс

 

Чăваш Республики, Канаш районĕ,

Чакаç шкулĕ

призёр

 

9

Антон Васильев,

9 класс

Чăваш Республики, Канаш районĕ,

Уçырма шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

 

10

Ульяна Малова,

8 класс

Чăваш Республики, Шупашкар хули,

10-мĕш шкул

çĕнтерӳçĕ

 

11

Снежана Федорова,

8 класс

Чăваш Республики, Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Питĕркасси шкулĕ

призёр

 

12

Анастасия Лукина,

8 класс

Чăваш Республики, Тăвай районĕ,

Енĕш Нăрваш шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

 

13

Дарья Хайдукова,

9 класс

 

Чăваш Республики, Тăвай районĕ,

Йăнтăрчă шкулĕ

призёр

 

14

Камилла Скворцова,

8 класс

Чăваш Республики, Елчĕк районĕ,

Патреккел шкулĕ

призёр

 

15

Виктория Захарова,

9 класс

 

Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ,

Пучинке шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

 

16

Анна Демьянова,

9 класс

 

Чăваш Республики, Сĕнтĕрвăрри районĕ,

Сĕнтĕрпуç шкулĕ

призёр

 

17

Екатерина Платонова,

8 класс

Чăваш Республики, Куславкка хули,

2-мĕш шкул

 

çĕнтерӳçĕ

 

18

Мария Агашева,

9 класс

Чăваш Республики, Патăрьел районĕ,

Пăлапуç Пашьел шкулĕ

 

призёр

 

19

Алексей Волков,

9 класс

Чăваш Республики, Вăрмар районĕ,

Вăрмар шкулĕ

 

çĕнтерӳçĕ

 

20

Инна Семёнова,

9 класс

Чăваш Республики, Шупашкар хули,

29-мĕш шкул

 

çĕнтерӳçĕ

 

21

Анастасия Асонова,

9 класс

Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ,

Йĕпреçĕн 2-мĕш шкулĕ

 

çĕнтерӳçĕ

 

22

Александр Григорьев,

9 класс

 

Чăваш Республики, Çĕрпÿ районĕ,

Кукшакасси шкулĕ

 

призёр

 

23

 

Анастасия Мазурова,

8 класс

 

Чăваш Республики,

Çĕнĕ Шупашкар хули, кадет лицейĕ

 

 

призёр

24

Татьяна Кочнева,

8 класс

Чăваш Республики, Вăрмар районĕ,

Вăрмар шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

25

Наталья Егорова,

9 класс

Чăваш Республики,

Çĕнĕ Шупашкар хули, 19-мĕш шкул

призёр

26

Анна Туйманкина,

8 класс

Чăваш Республики, Çĕмĕрле районĕ,

Çĕмĕрле хулин 2-мĕш шкулĕ

 

призёр

27

Ольга Романова,

8 класс

 

Чăваш Республики, Çĕмĕрле районĕ,

Юманай шкулĕ

призёр

28

 

Светлана Михайлова,

9 класс

Чăваш Республики, Канаш районĕ,

Карăклă шкулĕ

призёр

29

 

Юлия Мухтеева,

9 класс

Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ,

Эйпеç шкулĕ

призёр

30

Артём Семенов,

9 класс

Чăваш Республики,

Шупашкар хули, 5-мĕш гимнази

призёр

31

Арсений Лебедев,

8 класс

 

Пушкăрт Республики,

Пелепей районĕ, Метевпуç шкулĕ

призёр

32

Кирилл Прокопьев,

9 класс

Чăваш Республики, Пăрачкав районĕ,

Анастасово шкулĕ

призёр

33

Виктория Осева,

8 класс

 

Чăваш Республики,

Çĕнĕ Шупашкар хули, 19-мĕш шкул

призёр

34

Татьяна Задурова,

9 класс

 

Тутар Республики, Çĕпрел районĕ,

Чăваш Çĕпрел шкулĕ

призёр

35

Даниил Порфирьев,

9 класс

 

Чăваш Республики, Вăрмар районĕ,

Вăрмар шкулĕ

призёр

36

Дарина Захарова,

8 класс

 

Тутар Республики, Аксу районĕ,

Савкач шкулĕ

призёр

37

Максим Васильев,

8 класс

 

Чăваш Республики, Шупашкар районĕ,

Тренкасси шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

38

Мария Григорьева,

9 класс

 

Чăваш Республики, Канаш районĕ,

Вăтакас Кипеч шкулĕ

призёр

39

Анна Порфирьева,

9 класс

 

Чăваш Республики, Шупашкар хули,

40-мĕш  шкул

призёр

40

Мария Малова,

8 класс

Чăваш Республики, Елчĕк районĕ,

Аслă Таяпа шкулĕ

призёр

41

Мария Романова,

9 класс

Чăваш Республики, Красноармейски районĕ,

Красноармейски шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

42

Александр Аристархов,

10 класс

Чăваш Республики, Çĕрпӳ районĕ,

Чурачăк шкулĕ

призёр

43

Мария Тепеева,

10 класс

Чăваш Республики, Муркаш районĕ,

Юнкă шкулĕ

призёр

44

Егор Григорьев,

9 класс

Чăваш Республики, Шупашкар хули,

Чăваш кадет шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

45

Анастасия Иванова,

10 класс

Чăваш Республики, Çĕнĕ Шупашкар хули,

14-мĕш шкул

çĕнтерӳçĕ

46

Александр Николаев,

3 курс

Чăваш Республики, Шупашкар хули,

И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, информатикăпа шутлав техникин факультечĕ

призёр

47

Дарья Никифорова,

Наталья Васильева

11 класс

Чăваш Республики, Сĕнтĕрвăрри районĕ,

Урхас Кушкă шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

48

Никита Константинов,

8 класс

Чăваш Республики, Шупашкар хули,

62-мĕш  шкул

 

призёр

49

Виктория Ильина,

10 класс

Чăваш Республики, Çĕрпӳ районĕ,

Первомайски шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

50

Галина Тимофеева,

11 класс

Чăваш Республики, Йĕпреç районĕ,

Чăваш Тимеш шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

 

51

Вадим Яковлев,

10 класс

Чăваш Республики, Вăрмар районĕ,

Вăрмар шкулĕ

çĕнтерӳçĕ

 

52

Софья Ерзукова,

10 класс

Чăваш Республики, Улатăр районĕ,

Çĕнĕ Эйпеç шкулĕ

 

çĕнтерӳçĕ

 

53

Ульяна Петрова,

10 класс

Чăваш Республики, Елчĕк районĕ,

Курнавăш шкулĕ

призёр

 

54

Екатерина Петрова,

10 класс

 

Чăваш Республики, Çĕнĕ Шупашкар хули,

кадет лицейĕ

призёр

 

55

Даниил Данилов,

3 курс

 

Чăваш Республики, Канаш хули,

транспортпа энергетика техникумĕ

çĕнтерӳçĕ

 

56

Алексей Маркин

 

 

Пушкăрт Республики, Çтерлĕ хули,

политехника колледжĕ

 

призёр

 

58

Данил Чемуков,

1 курс

Тутар Республики, Çĕпрел районĕ,

Çĕпрелĕн отрасль технологийĕсен техникумĕ

призёр

 

59

Валерия Петрова,

1 курс

 

Чăваш Республики, Шупашкар хули,

И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ

 

çĕнтерӳçĕ

 

60

Карина Григорьева,

8 класс

Чăваш Республики, Муркаш районĕ,

Çатракасси шкулĕ

 

призёр

 

61

Катерина Юрская,

8 класс

 

Чăваш Республики, Муркаш районĕ,

Çатракасси шкулĕ

 

призёр

 

Сăнӳкерчӗк Чăваш наци конгресӗн ушкăнӗнчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев