Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мăнаккан хӗрне тупма «Жди меня» передача пулăшаймарӗ, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем пулăшрӗç

Кукаçин пӗр хӗрӗ, манăн аннен аппăшӗ,  Полина йывăр пурнăçа пула ялтан тухса кайнă. Кăçал çак самантранпа 90 çул çитрӗ. Эпир ун çемйи пирки халиччен нимӗн те пӗлмен. Анне яланах аппăшне аса илетчӗ, тунсăхласа хуйхăратчӗ. Ун пирки  пӗр хыпар та пӗлеймесӗрех çӗре кӗчӗ, мăнтарăн. Эпӗ йăх тымарӗсене шыраса тупас тӗллевпе «Жди меня» телепередачăна та, «Маяк» радиона та çыртăм – хурав пулмарӗ. Интернетра та шырарăм – кăлăхах. Унтан хамăр йăх историне çырнă Федор Антонович Михейкин темле майпа информаци тупса Полинăн хӗрӗ Людмила Раççейри паллă журналиста Анатолий Грачева качча тухни пирки çырнине аса илтӗм. А.Грачев пирки хыпар шырарăм. Пӗр статья вуларăм ун пирки, анчах та нихăçан та курман çын те çавах, те вăл мар тесе вӗçне-хӗрне тупаймарăм. Ним тăвайман енне «Сувар» хаçат редакцине шăнкăравларăм.

Манăн кукаçей, Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗнче ӗçчен çемьере çуралса ӳснӗ Антон Ефимович Михейкин, хăйӗн вăтам хресчен хуçалăхне çирӗп тытса пынă. Ӗç хыççăн чиркӗве кӗлле çӳренӗ, Турра мухтаса чиркӳ хорӗнче юрланă. Хăй хут пӗлменрен ачисене вӗрентме тăрăшнă кукаçей. Унăн ывăлӗсем Мускавра вӗренсе пӗлӳ илнӗ, пӗри – следователе, тепри – тухтăра. Хӗрӗсем Хусанта педтехникумран тата Чистайри педучилищӗрен вӗренсе тухнă.

1930 çулта ашшӗне кулак тесе айăпласа çуртне туртса илнӗ, çемйине хăваласа кăларса янă, пурлăхне салатнă. Нимсӗр тăрса юлнă çемьери кӗçӗн хӗр Елена чирлесе тăракан уксах амăшне пăхнă. Сӗнчел юханшывӗ хӗрринчен вӗлтӗрен пуçтарса яшка пӗçерсе çинӗ, килӗрен килле ыйткаласа çӳренӗ. Йывăр шăпана чăтаймасăр аслă хӗре Полина ялтан тухса кайнă.

Пулать вӗт пурнăçра пӗр вăхăтрах пур енчен те хăрушлăхпа хурлăх. Манăн атте енчен те Савруковсен йăхне тӗпрен пӗтерме тăрăшнă: асаттепе асаннене Магнитогорск концлагерӗнче нушалантарса вӗлернӗ.

Эпӗ те, Турă пӳрнипе сывă юлнăскер, вырăнти «патшасенчен» ача чухне нумай шар курнă. Шкулти пӗр вӗрентекен мананумай хутчен макăртнă. «Эсӗ хăв кам ачи пулнине пӗлетӗн-и? Эс кулаксен, халăх тăшманӗсен ачи!» – тесе йӗкӗлтетчӗ çав вӗрентекен.

Савруковсен виçӗ çемйине сăлтавсăрах айăпласа хур кăтартнăран 1990 çулта Аксу райканашӗн аслă ларăвӗнче хамăрăн ырă ята тавăртăмăр.

Маларах каларăм ӗнтӗ, кукаçин пӗр хӗрӗ, манăн аннен аппăшӗ,  Полина йывăр пурнăçа пула ялтан тухса кайнă. Кăçал çак самантранпа 90 çул çитрӗ. Эпир ун çемйи пирки халиччен нимӗн те пӗлмен. Анне яланах аппăшне аса илетчӗ, тунсăхласа хуйхăратчӗ. Ун пирки  пӗр хыпар та пӗлеймесӗрех çӗре кӗчӗ, мăнтарăн. Эпӗ йăх тымарӗсене шыраса тупас тӗллевпе «Жди меня» телепередачăна та, «Маяк» радиона та çыртăм – хурав пулмарӗ. Интернетра та шырарăм – кăлăхах. Унтан хамăр йăх историне çырнă Федор Антонович Михейкин темле майпа информаци тупса Полинăн хӗрӗ Людмила Раççейри паллă журналиста Анатолий Грачева качча тухни пирки çырнине аса илтӗм. А.Грачев пирки хыпар шырарăм. Пӗр статья вуларăм ун пирки, анчах та нихăçан та курман çын те çавах, те вăл мар тесе вӗçне-хӗрне тупаймарăм. Ним тăвайман енне «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ Вера Александрова патне шăнкăравларăм, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсенче «Российская газета» хаçатра ӗçленӗ А.Грачев журналиста мӗнле тупма пулать-ши терӗм. Вера мана тӗплӗн итлерӗ те май пур таран пулăшма шантарчӗ. Чăн та, нумай та вăхăт иртмерӗ, ӗçтешӗм Анатолий Грачев çинчен темиçе статья та тупса ярса пачӗ.

– Анатолий Грачев пирки нумай пулмасть çеç çырнă пӗр статйине, вăл кăçалхи мартăн 5-мӗшӗнче 80 çул тултарнă. «Российская газетăсăр» пуçне Брянск, Смоленск облаçӗсенчи хаçатсенче ӗçленӗ тенӗ ун пирки. Сăнӳкерчӗкӗ те пур. Пӗр çӗрте ав мăшăрӗ Людмила ятлă тенӗ. Апла-тăк эсир шыракан Грачевах ӗнтӗ ку, – терӗ Вера. А.Грачев тивӗçлӗ канăва кайиччен ӗçленӗ «Брянский вестник» хаçат редакцийӗн адресӗпе телефонне, тӗп редакторӗн ятне те пӗлтерчӗ.

Тупса панă телефон номерӗпе Брянск хулине шăнкăравларăм. Мана Грачевсемпе çыхăнма пулăшрӗç. Людмила аппапа, Анатолий йыснапа тӳрех çыхăнтăм, тӗлӗнмелле паллашу, ăшă калаçу пулса иртрӗ.

Людмила аппа хăйӗн амăшӗ – Полина мăнакка – пирки каласа пачӗ. Вăл Узбекистанра мамăк пуçтарнă çӗрте ӗçленӗ иккен. Анчах та çӗнӗ вырăна хăнăхса пӗр вырăнта тӗпленсе пурăнма май килмен мăнаккана. Денау хулинчен Душанбене, унтан Чарджау хулине пурăнма куçнă. Çав хулара аслă пӗлӳ илсе шкулта ачасене вӗрентнӗ. Çемье çавăрнă, 6 ача çуратнă. Анчах пилӗк ачи тӗрлӗ сăлтава пула вилнӗ, пӗр Людмила анчах тӗрӗс-тӗкел ӳссе çитӗннӗ.

Людмила аппан пурнăçӗ те пӗр тикӗс пулман, темле йывăрлăх та тӳсме тивнӗ ăна. Медицина центрӗнче логопед пулса ӗçленӗ. Халӗ тивӗçлӗ канура ӗнтӗ. Хӗрӗпе, мăнукӗпе савăнса пурăнать. Унăн мăшăрӗ Анатолий Александрович «Правда», «Российская газета» хаçатсенче собкор пулса тăрăшнă, Кавказри, Вăтам Азири пулăмсене çутатса тăнă вăл. Вăтам Азире пурăнакан халăхсен çивӗч ыйтăвӗсене çӗклесе пичетре уççăн кăтартса тăнăшăн Анатолие Дагестан сăвăçи, çыравçи, Сталинпа Ленин премийӗсен лауреачӗ Расул Гамзатов ăна ырланă, унăн творчествине тивӗçлипе хакланă. Тӗрӗслӗхшӗн тăрăшакана хуть хăш саманра та çăмăл пулман. Ингушетипе Çурçӗр Осети хушшинчи хирӗçтăрăва тӗрӗс çутатнăшăн çапăçакансен пӗр енӗ нимрен хăраман журналиста вӗлерес тесе сыхласа çӳренӗ. Анатолий пурăнакан подъездра унăн пурнăçне сыхласа хăвармашкăн автоматчиксем дежурствăра тăнă.

1995 çулта Грачевсем Брянск хулине таврăннă. Анатолий Грачев пултаруллă журналист пулнисӗр пуçне ăста çыравçă та, 7 кӗнеке авторӗ. Людмилăн амăшне, Полина Антоновна Михейкинăна, вилсен Брянск хулинчи масарта пытарнă.

Халь хамăр та çамрăк мар ӗнтӗ. Пит кая юлса тупрăмăр пӗр-пӗрне. Мӗн чухлӗ вăхăт çухатнă эпир! Аппапа йыснана кайса курас кăмăл пур, анчах та хальлӗхе коронавирус пандемийӗ чарса тăрать. Вӗсемпе Ватсапп урлă куллен çыхăну тытатпăр, аппа мана «Людмилочка» тесе çеç тăрать. Пӗр-пӗрне каламалли сăмахсем питӗ нумай пирӗн, калаçма пуçласан ниепле те чарăнаймастпăр...

Хаклă тăванăмсене тупма пулăшнăшăн «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумне Вера Валерьевна Александровăна чӗререн тав тăватăп, çирӗп сывлăх, ӗçре ăнăçу сунатăп.

Людмила САВРУКОВА-АНТИПОВА.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

10

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Эта ста тья имеет ценное значение,потому что она документально обоснована на архивных материалах.

    • аватар Без имени

      0

      0

      Теленмелле ! Пулма пултарайман япала пулна.90 султан таванне шыраса тупна. Антан та каймалла вет !

      • аватар Без имени

        0

        0

        Это же какую силу воли и духовное притяжение надо иметь к родственникам,преодолевая трудности, через 90 лет разыскать свою сестру.Невероятно ! Но оказалось вероятно !

        • аватар Без имени

          0

          0

          Эта статья очень интересная и поучительная. Изложение судеб персонажей отдельных родичей дано на фоне исторических событий. Очень интересно.

          • аватар Без имени

            0

            0

            Жизнь журналиста А .Грачева подвергалась опасности и не раз. Не было бы его и не было бы ни статьи, ни встречи.ГОСПОДЬ сохранил испытанному бойцу жизнь для миссии.Ее он выполнил достойно .

            Теги: 100-летие ТАССР судбьа встреча