Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Манку юхсан футбол курма ан кай

Стадиона кӗнӗ çӗрте çынсен температурине виçеççӗ, вăл 37 градусран иртсен, этем ӳсӗрсен, сунас пулсан – болельщика аренăна кӗртмеççӗ

Июлӗн 24-мӗшӗнче Хусанти «Ак барс Арена» стадионра «Рубин» футбол команди мускаври «Спартака» хирӗç вылять. Анчах та унта билетсене сутма чарнă. Сезон абонеменчӗсене сутассине те вăхăтлăха чарса тăнă. «Ç›ак матча уйăрнă билетсен квотине реализациленӗ», – тесе пӗлтернӗ журналистсене Хусанти клубăн пресс-службинче.

Аса илтеретпӗр, паян «Рубин» «Спартакпа» выляни куракансемпе иртет тесе пӗлтернӗ. Анчах та 45 пин çын шăнăçтараякан «Ак барс Арена» стадиона 30 процент таран кăна тултарма юрать. Çапла майпа матча курма пултаракан болельщиксен чи пысăк шучӗ 13,5 пин çын пулма пултарать. Темиçе кун маларах «Рубин» хăйӗн сайтӗнче билетсене сутма чарăннине шута илсен, 13,5 пин бидета сутса пӗтернӗ тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать. Ӗнер Роспотребнадзор «Рубинпа» «Спартак» вылянине курас текенсене стадиона кӗртесшӗн пулман. Паян лару-тăру улшăннă пулмалла.

«Матча килсе курас текен куракансене мӗн пур санитари нормисене çирӗп пăхăнмалла, стадиона кӗнӗ чухне, трибунăсем çинче хăрушсăрлăхсăр дистанцине 1,5 метр тытса пырмалла. Трибунăра билетпа килӗшӳллӗн вырăн йышăнмалла. Стадиона кӗнӗ çӗрте çынсен температурине виçеççӗ, вăл 37 градусран иртсен, этем ӳсӗрсен, сунас пулсан – болельщика аренăна кӗртмеççӗ. Мероприяти вӗçлениччен маска хывма юрамасть»,  – тесе асăрхаттараççӗ стадионра ӗçлекенсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев