Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мăнукӗ аварие лекнӗ тесе улталанă

Нурлат район сучӗ нумай пулмасть ултавпа çыхăннă уголовнăй ӗçе пăхса тухнă. Инкек тӳснӗ çын патне палламан çын шăнкăравланă та унăн мăнукӗ аварие лекни, инкеклӗ ӗç ун айăпӗпе пулни çинчен пӗлтернӗ.

Ӗçе хăвăртрах «хупас» тесен вара укçа кирлӗ иккен. Кил хуçи ним шухăшламасăрах хăйӗн 400 пин тенкӗ пурри, мăнукне хăтарас тесе ăна пама хатӗррине пӗлтернӗ. Арçын телефонпа мăнукӗ йӗнине, вăл укçана ваннăйӗнчи сарă алшăллипе чӗркесе пама ыйтнине те хăй хăлхипех илтнӗ. Шăнкăравлакан нумай кӗттермен – килсе укçана илсе кайнă.

Аслашшӗ укçана парса янă хыççăн ывăлӗ патне мăнукӗн халне пӗлме тесе кайнă та тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: мăнукӗ чип-чиперех килӗнче ларать, нимле аварие те лекмен. Тинех хăйне шулӗксем улталанине ăнланса илнӗ, полицие кайнă. Телее, ултавçа тытса чарнă, судпа айăпласа ирӗкрен хăтарнă. 

Вулакансене асăрхаттарас килет – укçапа çыхăннă хуть мӗнле информацие те тӗрӗслеме ан манăр, тăванăрсем патне тӳреммӗн  шăнкăравласа ыйтса пӗлме ан ӳркенӗр.

Динара МИННЕХАНОВА, Нурлат сучӗн суд ларăвӗн секретарӗ. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: В зале суда