Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Марат Ахметов Миннихановӑн 10 ҫуллӑхӗ пирки

Вӑл Тутарстан Президенчӗн должноҫне шӑп 10 ҫул каялла, 2010 ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗнче йышӑнччӗ

"Рустам Минниханов ертсе пынипе юлашки 10 ҫул Тутарстаншӑн пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӳсӗм вӑхӑчӗ пек пулчӗ. Республика ертӳçисен команди пӗчӗккӗн ҫӗнелсе пырать, экономика кӑтартӑвӗсем ӳсеҫҫӗ",– тесе каланӑ журналистсене ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Марат Ахметов.

"Ку влаҫ алран алла лайӑхпа куҫнин тӗслӗхӗ, команда упранса юлчӗ тата вӑл пӗчӗккӗн ҫӗнелсе пырать",– пӗлтернӗ Ахметов.
Тутарстан бюджечӗн тупӑшӗ ҫак ҫулсенче икӗ хута яхӑн ӳснӗ. Енчен те 2010 ҫулта бюджетӑн тупӑш пайӗ 140 млрд тенке яхӑн пулнӑ-тӑк, 2020 ҫулхи плансенче 270 млрд тенкӗлӗх цифра тӑрать.
"Экономикӑра регионри пӗтӗмӗшле, валовый продукта, республикӑри стабильлӗхе, унӑн бюджетне танлаштармалла. Эпир 2010 ҫулта тапраннӑ чухнехи кӑтартусем тата хальхи кӑтартусем иртнӗ 10 ҫул ӳсӗмпе аталану вӑхӑчӗ пулни ҫинчен калаҫҫӗ", – ҫирӗплетет Марат Готович.
Рустам Минниханов Тутарстан Президенчӗн должноҫне шӑп 10 ҫул каялла, 2010 ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗнче йышӑнччӗ. Унччен вӑл республикӑн Премьер-министрӗ пулса ӗҫлетчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев