Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Марат Ахметов: "Журналистсене малтан вакцинацилемелле"

Декабрӗн 11-мӗшӗнче Тутарстана ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен «Спутник V» вакцина ҫитнӗ

Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Марат Ахметов паян "Татар-информ" редакцине курса ҫӳренӗ вӑхӑтра журналистсене коронавирус инфекцийӗнчен чи малтан прививка тумалла тенӗ.
"Татар-информӑн" тӗп редакторӗ Ренат Билалов журналистсен прививки маларах иртсен аван пулмалла тенӗ ҫак тӗлпулура.
"Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, чи малтан медиксем вакцинаци иртеҫҫӗ. Анчах эпир тӗрлӗрен организацисене кӗрсе ҫӳрекен журналистсемшӗн пӑшӑрханатпӑр, вӗсем чир ертме пултараҫҫӗ", – тесе палӑртнӑ Билалов.
"Ку проблемӑна татса памалла. Эпӗ ҫакнашкал ыйтӑва астӑватӑп. Эпир лару-тӑрӑва тимлӗхе илӗпӗр. Журналистсем тӑтӑшах ҫынсемпе тӗлпулаҫҫӗ, ман шутпа, вӗсене вакцинацин приоритетлӑ списокне кӗртмелле. Эпир ҫак ыйтӑва татса паратпӑр тесе шутлатӑп", – тесе хурпвланӑ Парламент ертӳҫин ҫумӗ.
Декабрӗн 11-мӗшӗнче Тутарстана ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен «Спутник V» вакцина ҫитнӗ, декабрӗн 15-мӗшӗнче республика препаратӑн 1,9 пин дозине илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев