Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Марат Садыков сӑмахӗсемпе амбулаторисенчи врачсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек ӗҫленӗ

Поликлиникӑсенче ӗҫлекен медиксен зарплатине Тутарстан икӗ хут ӳстерме сӗнет

Тутарстан федераци шайӗнче поликлиникӑсенче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерме сӗнет.

Ҫакӑн ҫинчен Хусанти Сывлӑх сыхлав управленийӗн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче ТР сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков каланӑ.

Министр сӑмахӗсемпе, пандеми поликлиникӑсенчи медиксен ӗҫӗ мӗнлерех кирлӗ тата пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнӑ. Больницасенчен чылайӑшне вӑхӑтлӑх инфекци госпиталӗсене ҫавӑрнине пула халӑхпа ӗҫлес тӗп йывӑрлӑхран поликлиникӑсенче ӗҫлекенсен хулпуҫҫийӗсем ҫине выртнӑ.

"Эпир пӗрремӗшле сеть тытӑмне тӗпрен улӑштарма сӗнетпӗр. Эпир ҫӗнӗ поликлиника тӑвасшӑн. Ӗҫ укҫине икӗ хут ӳстермеллине шута илсен, ыйтусем ҫивӗч тӑраҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ Садыков. 

Министерство пуҫлӑхӗн сӑмахӗсемпе, амбулаторисенчи врачсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек ӗҫленӗ. Вӗсен ӗҫӗн пахалӑхӗнчен нумай килет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев