Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Марат Зяббаров Теччӗ районӗнче вырма епле пынипе паллашнӑ

Иртнĕ эрне вĕçĕнче ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ – ТР ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров Теччӗ районĕнче пулнă.

 

Район пуҫлӑхӗпе Рамис Сафиуллов  пӗрле районти уй-хирсене пăхса ҫаврӑннă май  тырпул пухса кӗртмелли ӗҫсем мӗнле пынипе  хуҫалӑхсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнă. Министра OneSoil тата Cropio программӑсем мĕнле ĕçлени пирки каласа панă. Марат Зяббаров Теччӗ районӗ тыр-пул пухса  илессипе республикӑра яланах малти вырăнта пулнине палăртса хăварнă.

«Эпир паян нумай çĕре ҫитрĕмĕр, пур ҫӗрте те вырма пырать. Вӑтам тухӑҫ сирӗн  пĕр гектартан 43 центнера яхăн илесси паллă. Ҫанталӑк кӑҫал пире савăнтармасан та анчах технологисене  пула   кӑтартусем пур», – терӗ министр.

Малта пыракан  комбайнерсене  чысланӑ. Вӗсене Тав ҫырӑвӗсем, укҫа-тенкӗпе тата асӑнмалӑх парнесем панă.

Сăнÿкерчĕк agro.tatarstan.ru сайтран.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: уборка урожая Тетюшский район