Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мартăн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чăвашсен Конференцийӗ иртнӗ

Автономи 2022 çулта еплерех ӗçлени пирки тата 2023 çулхи плансем çинчен автономин улшăнми президенчӗ Геннадий Храмов доклад тунă

Мероприятине делегатсем 12 районран килнӗ: Ачински, Балахтински, Березовски, Больше-Муртински, Емельяновски, Ермаковски, Илански, Казачински, Козульски, Кански, Назаровски, Новоселовски районӗсенчен тата Ачинск, Канск, Дивногорск, Зеленогорск, Назарово, Красноярск, Лесосибирск, Сосновоборск хулисенчен. Конференци ӗçӗнче крайăн муниципаллă влаçӗн представителӗсем хутшăннă тата Хакасири Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Вячеслав Владимиров. 
Автономи 2022 çулта еплерех ӗçлени пирки тата 2023 çулхи плансем çинчен автономин улшăнми президенчӗ Геннадий Храмов доклад тунă. Красноярск крайӗн Правительствин общество çыхăнăвӗсен управленийӗн начальникӗн çумӗ Рашит Рафиков делегатсене Красноярск крайӗнче халăхсен пӗрлӗхне еплерех çирӗплетни çинчен каласа панă. Конференцире Владимир Расколов (Ачинск), Евгения Акимова (Ермаковски районӗ), Ольга Волоснова (Назаровски районӗ), Петр Мулгачев (Балахтински районӗ), Алексей Анисимов (Больше-Муртински районӗ) тата ыттисем хăйсен тăрăхӗнчи чăвашсен ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарнă, крайри чăвашсен юхăмне вăйлатмалли сӗнӳсем панă. 
Делегатсем автономи ӗçне «удовлетворительно» тесе хакланă, 2023 çулхи ӗç планне йышăннă, унсăр пуçне Раççей патриочӗсем патне чӗнӳ çырнă. Унта вӗсем ятарлă çар операцине тӗрев пани çинчен пӗлтернӗ, фашизма хирӗç кӗрешес ӗçре пӗрлешме чӗнсе каланă. 
Пысăках мар тăхтав хыççăн делегатсемпе хăнасем валли 11 чăваш ансамблӗ пысăк концерт кăтартнă.

Геннадий Храмов ярса панă сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев