Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мартӑн 13-мӗшӗнче Тутарстанра ҫурхи ял хуҫалӑх ярмаркисем ӗҫлеме пуҫлӗҫ

Вӗсем хӑйсен ӗҫне апрель вӗҫӗчченех тӑсасси ҫинчен журналистсене ТР Ял хуҫалӑх тата продовольстви министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Наиль Залаков пӗлтернӗ

"Продукцине Хусанти 15 вырӑнта тата Ешӗлвар районӗнчи Новая Турара, Осиновора сутӗҫ. Ҫырчаллипе Анат Камӑра икшер площадка пулӗ. Пысӑк хуласенче пурӑнакансене тивӗҫтерес тесе эпир кашни суту вырӑнне пӗрер района ҫирӗплетрӗмӗр", – тесе пӗлтернӗ вӑл.

Унсӑр пуҫне ҫӑнӑхпа, сахӑр песукӗпе, ҫӑмартасемпе хусансене "Ак Барс" холдингӑн предприятийӗсем, хӑяр-помидорпа "Майский" теплица комбиначӗ тивӗҫтерӗҫ. Продуктсене йӳнӗ хакпа сутӗҫ.
" Эпир хаксен политикине тишкерсе тӑрӑпӑр, ажиотаж пулмӗ",– тенӗ Залаков. Продукци сутас текенсен заявкӑсене министерствона ямалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев