Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Машинасем тырра йӗтеме турттарса ӗлкӗреймеççӗ

Вырма вăхăчӗ çитнӗ. Аграрисем хӗрсе кайса хирсенче ӗçлеççӗ. Типӗ çанталăкăн кашни минучӗ хаклă. Ӳстерсе çитӗнтернине йăлтах вăхăтлă пуçтарса пӗтерес килет. Пăва районӗнчи «Заря» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн «Гигант» уйрăмӗнче кӗрхи тулла вырма тытăннă. Комбайсем хирте тинӗсри карапсем пекех, мăнаçлăн ишеççӗ. Бункерӗсене те хăвăрт тултараççӗ. «Универсиада» сортăн улăмӗ нумайрах, вăтам тухăç – гектартан 40 центнера яхăн. Машинасем тырра йӗтеме турттарса ӗлкӗреймеççӗ.

Пӳркелӗнчи Культура çурчӗ çумӗнчи агитбригадăна хутшăнакансем çӗр ӗçченӗсене каннă вăхăтра савăнтарма хире тухнă. Вӗсем механизаторсене вырма пуçланнă ятпа саламланă, чăтăмлăх, сывлăх суннă.

Культура ӗçченӗсем Ф.Шафигуллин калавӗ тăрăх «Бакир, Сафура тата трактор» ятлă сценка кăтартнă, Сергей Есенинпа Анатолий Малышев сăввисене вуласа панă.

Комбайнерсем районти тата республикăри хаçатсене вуласа çӗнӗ хыпарсем пӗлнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X