Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лениногорскра машинасенчен япала вӑрлакансене тытса чарнӑ

 Росгвардеецсем ҫӗр хута ултӑ машина алӑкне ҫӗмӗрсе уҫнӑ икӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ

Ҫӗрккӗ Лениногорскри Куйбышев урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакан хӗрарӑм урамра ларакан "Лада Гранта" машинан алӑкне икӗ ҫын уҫма хӑтланнине асӑрханӑ. Автомобиль хуҫисем хӗрарӑмӑн кӳршисем пулнӑ. Вӑл ҫакӑн ҫинчен полицине пӗлтерет.

Ҫывӑхри росгвардеецсен экипажне информаци ҫитсен патруль тӳрех адреспа килсе ҫитет. Ҫурт картишне кӗрсен, асӑннӑ машина ҫумӗнче полицейскисем икӗ ҫамрӑка асӑрханӑ. Вӗсенчен пӗрне йӗрке хуралҫисем машина патӗнчех ярса тытнӑ. Иккӗмӗшӗ тарма хӑтланнӑ, анчах часах вӑл та росгвардеецсен аллине ҫакланать.

Тытса чарнӑ ҫамрӑксенчен пӗри 15-ре, тепри 13-ре пулса кайнӑ. Асли унччен ӗнтӗ судпа айӑпланса та ӗлкӗрнӗ. Арҫыначасене вырӑнти полицин ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен инспекторсене парса хӑварнӑ. Каярах ҫак ачасем ӗнер каҫ тата 5 автомобиль алӑкне ҫӗмӗрсе уҫни паллӑ пулнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев