Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Маска режимне пăрахăçламаççӗ, ачасен утренникне кӗртеççӗ

Тутарстанра обществăлла транспортра маска режимне çывăх вăхăтра пăрахăçлама шутламаççӗ. Çакăн пирки Оперштабăн тӳрӗ эфирӗнче Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн эпидемиологи надзорӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Л.Юзлибаева  пӗлтернӗ.  

 «ОРВИпе грипп сезонӗ вăхăтӗнче маска тăхăнма пăрахни вырăнсăр. Тата коронавирусăн омикрон штамӗ питӗ хăвăрт ернине, сарăлнине шута илмелле. Транспортра çынсем пӗр-пӗрне çывăх тăраççӗ, хӗлле пушшех те. Форточкăсем уçăлмаççӗ», – тенӗ вăл.
Тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ, унтан Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен уявӗ çывхарнă май садике çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсене пӗр ыйту канăç памасть: утренниксене ашшӗ-амăшӗсене кӗртеççӗ-и? Ку ыйту çине Л.Юзлибаева çапларах хуравланă: «Енчен те утреннике ушкăн хăй кăна, ытти ушкăнсемпе хутшăнмасăр, ирттерет-тӗк, ун пек мероприятисене ирттерме чару çук. Ашшӗ-амăшӗсем утреннике маскăпа килме пултараççӗ». ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева каланă тăрăх, утреннике вакцинаци тутарнă ашшӗ-амăшӗсем кăна курма пыма пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев