Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Маскăллă юбилей

2020 çул пуриншӗн те питӗ йывăр пулчӗ – пӗтӗм тӗнчипех алхасакан хăрушă вирус пире сыхлануллăрах пулма вӗрентрӗ. Палăртнă мероприятисене те пурне те ирттерме май килмерӗ пӗлтӗр. Çапах та çулталăк вӗçӗ пирӗншӗн юбилейпе асра юлчӗ – Аксу районӗнчи Сергеевский ялӗнчи клуб уçăлнăранпа 25 çул çитрӗ. Юбилейлă уява маска режимне çирӗп пăхăнса декабрӗн 25-мӗшӗнче ирттертӗмӗр

Мероприяти питӗ кăмăллă иртрӗ. Уява хăнасем – тӗрлӗ çулсенче клуба ертсе пынă хисеплӗ çынсем те килчӗç. Вӗсенчен пӗри клуб уçăлсанах заведующи пулса ӗçленӗ Владимир Алексеевич Харитонов пулчӗ. Ун хыççăн клубра Людмила Васильевна Герасимова вăй хунă, анчах та вăл вăхăтсăр вилсе кайнă. Ăна пӗр минут шăп тăрса асăнтăмăр. Унтан Сергеевский ялӗнчи культура вучахне аталантарас тесе Мария Николаевна Чугунова, Галина Николаевна Майорова, Алиса Сергеевна Владимирова тăрăшнă. Халӗ клуба Нина Васильевна Семенова ертсе пырать.
Юбилей мӗнле парнесӗр пултăр-ха? Вăл енчен пирӗн Çырчаллинче пурăнакан спонсорсем питӗ маттур: Вера Васильевна Охотниковăпа Любовь Николаевна Максименко пурне те парнесемпе чысларӗç. Ялти «Пилеш» ушкăн илемлӗ юрăсем юрласа савăнтарчӗ.
Юбилей каçӗ пирӗн асăмăрсенче нумайччен упранӗ тесе шутлатпăр. Тăван ялти клуб малашне те ăнăçлă ӗçлесе пытăрччӗ.

Нина СЕМЕНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей Аксубаево