Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Маскăрсене хывма ан васкăр

Самоизоляцин усси те пур. Ун вăхăтӗнче пирӗн ытти инфекциллӗ чирсем ересси самай чакнă. Уйрăммăн илсен, вар-хырăм инфекцийӗсем 36 процента, энтеровирус 30 процента, çил оспи 25 процента, сальмонеллез 14 процента, туберкулез 12 процента чакнă

Тутарстан Республики Сovid-19 пандемиине пула кӗртнӗ чарусене пăрахăçлас виççӗмӗш тапхăра куçрӗ. Июлӗн 15-мӗшӗнчен Тутарстанра суту-илӳ центрӗсемпе апатлану вырăнӗсене ӗçлеме ирӗк панă.
Çакăн çинчен журналистсене июлӗн 15-мӗшӗнчи брифингра Роспортебнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Любовь Авдонина тата ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков каласа пачӗç.  
Мăшăрлану керменӗнче çырăнтарнă чухне 40 тваткал метртан пӗчӗкрех пӳлӗмре 10 çын кăна пулма пултарать. Çырăнтару пӳлӗмӗ 40 тваткал метртан пысăкрах-тăк, çын шучӗ – 4 тваткал метр лаптăк пуçне пӗр этемпе хисепленмелле.
Суту-илх центрӗсен те пӗр çын пуçне çав лаптăк хисепнех шута илсе ӗçлемелле. Культурăпа массăллă мероприятийӗсем çаплипех чарура.
Апатлантару вырăнӗсенче сӗтелсем хушшинчи хутлăх 1,5 метр пулмалла, пӗр сӗтел хушшинче 4 çынран иртмелле мар. Ресторансемпе кафесен, столовăйсен пур вырăнсен çуррине кăна тултарса ӗçлеме юрать.

Тӗрӗслев ирттернӗ хыççăн Тутарстанри 36 санаторирен 13-шӗ çӗнӗ йӗркепе ӗçлеççӗ.

– Самоизоляци вăхăтӗнче пирӗн ытти инфекциллӗ чирсем ересси самай чакрӗ. Уйрăммăн илсен, вар-хырăм инфекцийӗсем 36 процента, энтеровирус 30 процента, çил оспи 25 процента, сальмонеллез 14 процента, туберкулез 12 процента чакнă, – тесе пӗлтерчӗ Любовь Авдонина.
Çынсене сăвăссем те сахалтарах тапăннă, йытăсем те сахалтарах çыртнă.
Çынсене шыва кӗрес вырăнсене хăçан уçасси кăсăклантарать. Тутарстанра мӗн пур йӗркене пăхăнса туса хатӗрленӗ шыва кӗмелли вырăнсем пурӗ 17. Паянхи куна пӗринче те шыва кӗме ирӗк паман.
Чарусене пăрахăçлас 3-мӗш тапхăра куçрăмăр пулсан та, перчеткесемпе маскăсен режимӗ пирки манмалла мар. Вăл нумайччен тăсăласси паллă. Маскă тăхăнасси тăтăшах алăсене çăвасси пекех пирӗн кун йӗркине кӗрсе пымалла.  
Мӗншӗн тесен кӗркунне респираторлă чирсем, грипп хускалнипе пӗрле коронавирус та пулатех.
Медицина кăтартăвӗсем питӗ вăрах чакса пынине кура, кӳршӗллӗ регионсенчи кăтартусене сăнанă май, çирӗплетсе калама пулать: коронавирус кӗркунне те пиртен хăпмасть-ха. Унăн ереслӗхӗ ӳсме те пултарать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев