Майăн 31-мӗшӗччен йышăнатпăр
Конкурссене редакци кӗркунне пӗтӗмлетет. Чи лайăх ӗçсене вӗренекенсен хушшинче те, вӗрентекенсен хушшинче те 1, 2 тата 3-мӗш вырăнсемпе палăртăпăр. Çӗнтерӳçӗсене «Сувар» хаçат Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чыслӗ
Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă конкурссене – шкул ачисем валли «Тăван чӗлхе – эс манăн чӗрере», вӗрентекенсем валли «Чăваш чӗлхипе литературин чи лайăх урокӗ» – материалсем йышăнас тапхăр вӗçленсе пырать. Конкурс материалӗсене çак уйăх вӗçӗччен – майăн 31-мӗшӗччен – йышăнатпăр. Кам ярса парса ӗлкӗреймен, васкăр. Ачасен хайлавӗсемпе вӗрентекенсен урокӗсене редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине ярса памалла.
Конкурссене редакци кӗркунне пӗтӗмлетет. Чи лайăх ӗçсене вӗренекенсен хушшинче те, вӗрентекенсен хушшинче те 1, 2 тата 3-мӗш вырăнсемпе палăртăпăр. Çӗнтерӳçӗсене «Сувар» хаçат Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чыслӗ.
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев