МЧС ҫитес кунсенче ҫынсене ял-хуласенчен тухса ҫӳреме тӑхтаса тӑма сӗнет
Водительсене ялтан тухса ҫӳреме тӑхтаса тӑма ыйтаҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.
Ыран республикӑра +5 градус таран ашӑ пулмалла тата тӑман тустармалла. Ҫулсем ҫинче ирхине тата каҫхине пӑрлак пулма пултарать.
МЧС ҫуран ҫӳрекенсене урана шуман атӑ-пушмак тӑхӑнма сӗнет, урамра асӑрхануллӑрах утса ҫӳремелле. Хӗлле пула тытма кӑмӑллакансен хӑйсемпе пӗрле ӗҫлекен навигаци тата ҫыхӑну хатӗрӗсем пулмалла.
Водительсене ялтан тухса ҫӳреме тӑхтаса тӑма ыйтаҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем. Машинапа хӑрушлӑхсӑр хӑвӑртлӑхпа пымалла, сасартӑк чарӑнассинчен асӑрханса автосем хушшинчи ҫителӗклӗ хутлӑха пӑхӑнса пымалла. Хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса хӑрушӑ маневрсем тумалла мар.
Хулара ҫуран ҫӳрекенсен ҫула "зебрӑпа" е Симӗс ҫулта ҫутсан кӑна каҫмалла. Тум ҫинче ҫутта тавӑракан элементсем пулмалла. Кун пек вӗсене водительсем тӗттӗм вӑхӑтра инҫетренех кураҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев