Сувар

Медиксем малтан хӑйсене укол тӑвӗҫ

Вакцинаци черетӗнче малта медиксем, вӗрентӳ сферинче тӑрӑшакансем, транспортра ӗҫлекенсем тӑраҫҫӗ

 

2021 ҫулхи март уйӑхӗччен Тутарстанри теветкеллӗх ушкӑнӗнчи мӗн пур ҫынна Covid-19 коронавирусран прививка тума палӑртнӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.
"Чи малтан теветкеллӗх ушкӑнӗнчисем вакцинациленӗҫ, каярах, вакцинӑна туса кӑларакан производительсен хӑватне тата ӑна Раҫҫей Федерацийӗн субъекчĕсене илсе ҫитернине кура, вакцинацин калӑпӑшӗ ӳссе пырӗ. Енчен те виҫсе пӑхас пулсан, мартчен теветкеллӗх ушкӑнӗнчи ҫынсене вакцинацилесе пӗтерме тивӗҫ", – тесе палӑртнӑ спикер.
Авдонина палӑртнӑ тӑрӑх,  «ЭпиВакКорона» вакцина ҫаврӑнӑва кӗнӗ, 2021 ҫул пуҫламӑшӗнче ӑна Тутарстанра кӗтеҫҫӗ. «Спутник V» республикӑна 2,9 пин дозӑпа ҫитнӗ, унпа медработниксене вакцинацилеме пуҫланӑ ӗнтӗ.
"Вакцинацилес тапхӑр пуҫланать кӑна-ха, Пациентсен шучӗ пухӑннине кура эпир ик-виҫ эрне хушшинче граждансене прививка туса пӗтерме палӑртатпӑр", – тесе ӑнлантарнӑ ТР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Фарида Яркаева.
Черетре малтан медиксем, вӗрентӳ сферинче тӑрӑшакансем, транспортра ӗҫлекенсем тӑраҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: