Менделеевск районӗн пуҫлӑхӗ чӑвашсен фестивальне хутшӑнакансене саламларӗ
Вӑл кунта хӑйне тӑвансен хушшине лекнӗ пекех туять иккен: Пӑвара ҫуралнӑ, Ҫырчаллинче вӗреннӗ, Теччӗре ӗҫленӗ, арӑмӗ Нурлатран.
Валерий Чершинцев, Теччӗ районне 3 ҫул ытла ертсе пынӑскер, чӑвашсен пултарулӑхӗ ҫинчен ҫын сӑмахӗпе кӑна пӗлмест. Ҫавӑнпа та вӑл Менделеевск районӗнче те чӑвашсен пӗрлешӗвне йӗркелеме хистенӗ.
"Крешӗнсем пур, удмуртсем хастар, марисен фестивалӗсене пысӑк шайра ирттеретпӗр. Мордва халӑхӗ те хӑйне кӑтартать. Чӑвашсем кӑна активлӑ мар. Ҫавӑнпа ҫак фестивале ҫине тӑрса хамӑр патра ирттерес терӗмӗр те",– терӗ Валерий Сергеевич "Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ" ятлӑ уява хутшӑнакансене.
Вӑл кунта хӑйне тӑвансен хушшине лекнӗ пекех туять иккен: Пӑвара ҫуралнӑ, Ҫырчаллинче вӗреннӗ, Теччӗре ӗҫленӗ, арӑмӗ Нурлатран. Йӑлт чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ вырӑнсем. Район пуҫлӑхӗ чӑваш культурин фестивалӗ ҫӳллӗ шайра иртнишӗн хӗпӗртенине пытармарӗ.
Ҫакнашкал культура уявӗ Менделеевск ҫӗрӗ ҫинче пурӑнакан чӑвашсене чӑмӑртанса пӗрлешме пулӑшасса шанса тӑрас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев