Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Менделеевскри санаторие коронавируспа чирлесе ирттернӗ виҫӗ медика вырнаҫтарнӑ

Вӗсем ковид хыҫҫӑнхи реабилитацие тӳлевсӗр иртӗҫ

"Тавтапуҫ, тухтӑр!" акципе килӗшӳллӗн, 44 медик Тутарстанри сыватмӑшсенче сывлӑхӗсене ҫирӗплетӗҫ. Улттӑшӗ "Ижминводынче", – тесе пӗлтернӗ ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Людмила Рыбакова. Вӑл врачсене санаторие ӑсатнӑ.
Сыватмӑша килсе ҫитнӗ врачсем пурте 65 ҫултан аслӑрах. Пандеми вӑхӑтӗнче вӗсем пурте пациентсене йышӑннӑ. Специалистсенчен пӗри Мамадышри поликлиникӑра дераматовенерологи кабинетӗнче медсестра пулса ӗҫлет, тепри – Хусанти 7-мӗш больницӑра, виҫҫӗмӗшӗ – Ҫырчаллинчи 5-мӗш больницӑра тӑрӑшаҫҫӗ.
Медиксем санаторире пӗр эрне пулӗҫ, анчах "Ижминводы" ертӳҫисем хӑйсен шутӗнчен вӗсене тата пӗр кун хушса панӑ. Сывлӑх сыхлав тытӑмӗнчи тепӗр виҫӗ ветеран санаторире апрелӗн 19-мӗшӗнче килӗҫ.
Маларах "Пӗрлехи Раҫҫей" путёвкисене амбулаторисенче ӗҫлекен ветерансене парнеленӗ. Иртнӗ ҫулти апрель уйӑхӗнче республика парламенчӗн депутачӗсем пӗр кунхи ӗҫ укҫине "Тавтапуҫ, тухтӑр" акципе килӗшӳллӗн медиксене пулӑшма куҫарса панӑ. 
Сӑнӳкерчӗк "Курортные порталы России" сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев