Мензелинскра парашютистсен самолечӗ персе аннă
Вырсарникун ирхине 9:11 сехетре МЧСа Мензелинск районӗнче çăмăл моторлă L-410 самолет персе анни çинчен хыпар çитнӗ. Çак хулара парашютистсен тренировкăсем ирттермелли база пуррине нумайăшӗ пӗлеççӗ. Çавăн самолечӗпе инкек пулса иртнӗ те, вăл Мензелинскри РЭС бази çывăхӗнче ӳкнӗ.
Самолет ăшӗнче 22 çын – парашютистсемпе экипаж членӗсем пулнă. Сывă юлнă 5 çынна Çырчаллинчи больницана леçнӗ, пӗрне Хусанти РКБ-на. Авиакатастрофăра 16 çын пурнăçӗ татăлнă.
Инкекӗн сăлтавӗ – ытлашши тиев пулма пултарнă тесе шутлаççӗ экспертсем. Мӗншӗн тесен çăмăл моторлă L-410 самолета чи нумаййи 15-16 çын илме юрать. Çапах Росавиацин Тутарстанри представителӗ пулса ӗçленӗ Шавкат Умаров сăмахӗсемпе, катастрофăн сăлтавӗ урăххинче те пулма пултарать, тӗслӗхрен: япăх метеоусловисем, самолет çӗмрӗлни е пилотсен йăнăшӗ. Пӗтӗмлетӳсем тума иртерех.
ТР МЧС-ӗн сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев